Республикăра – пĕрремĕш экочупу
Июнĕн 7-мĕшĕнче Россия Федерацийĕн тата Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, РФ тата ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕ А.П.Айдак çуралнăранпа 76 çул çитрĕ. Унăн ырă та пархатарлă ĕçне тăван халăх манмасть. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна халалласа экочупу ирттерчĕç. Чупу маршручĕ А.Айдакăн тăван ялĕнче — Тури Ачакра — вĕçленнĕ.
Унта хисеплĕ çынна халалласа стелла чулне хунă, Айдак вулавĕ те иртнĕ.
Сăмах май, Аркадий Айдакăн эрозие хирĕç кĕрешсе пухнă пуян опычĕ Тавралăха хÿтĕлемелли 2013 çулта уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.
"Каçал Ен"