Комсомольский муниципальный округ

Шыв инкек ан кÿтĕр

Çулла — шыва кĕрсе савăнмалли вăхăт. Анчах питĕ асăрхануллă пулмалла. Шывăн турачĕ çук тесе ахальтен каламан.

Шыва ирĕк панă вырăнсенче кăна кĕмелле. Унта кĕме ăнăçлă вăхăт — ирпе 8—10, каçпа 17—19 сехетсем. Пĕлмен вырăнта, ытла шăрăхра шыва кĕме юрамасть. Уйрăмах питĕ хытă ывăнсан, хĕртĕнсен шыва тÿрех кĕрсе ан кайăр. Мĕншĕн тесен ăшăра юн тымарĕсем сарăлаççĕ, шыва тÿрех кĕрсен мышцăсем самантрах хутланаççĕ те сывлăш пÿлĕннипе антăхса кайма пулать.

Пĕлмен вырăнта шыва тÿрех сикме ан тăрăшăр, мĕншĕн тесен пуçпа тăрăнма, мăй сыппине хуçма, тăна çухатса вилме пулать. Ытларах чухне тата çынсем эрех-сăра ĕçнĕ хыççăн шыва кĕме кăмăллаççĕ. Вĕсем вăй-хала тĕрĕс хаклайманран инкек кураççĕ. Чылай чухне ал-урана шăнăр туртнипе путаççĕ, кун пек тĕслĕхсем районта та пулнă. Уйрăмах вара çуллахи вăхăтра ачасем çине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Шыва кĕме пĕрле илсе çÿремелле, пăхса тăмалла, ишме вĕрентмелле. Таçта инçете, пĕлмен вырăна ишсе кĕме ирĕк памалла мар. Ача выляса кайса хăй шаларах кĕнине те сисмест. Çавăнпа та шыв çинчи хăрушсăрлăх пирки вĕсене лайăх ăнлантарса памалла, асăрханма каламалла.



"Каçал Ен"
11 июня 2013
10:22
Поделиться