Комсомольский муниципальный округ

Шкула кайма хатĕр

Тин çеç ача сачĕн çулне такăрлатнă ачасем май уйăхĕн вĕçĕнче унпа сыв пуллашрĕç. Унта ашшĕ-амăшĕсем те йышлăн пухăнчĕç. Чи малтанах «Пучах» ача сачĕн заведующийĕ Светлана Токмакова пурне те ăшшăн саламларĕ, шкула кайма хатĕр ачасене ăнăçу, тăрăшса вĕренме телей сунчĕ. Кĕркунне парта хушшине ларакансене парнесем парса хавхалантарчĕ.

Уяв программине ачасем тăсрĕç. Вĕсем хавас мероприятие чăннипех те тăрăшса хатĕрленчĕç, хамăр та сахал мар ĕçлерĕмĕр. Кашни кунах репетици йĕркелени, вĕренни уява çÿллĕ шайра йĕркелеме май пачĕ те. Шăпăрлансем сăвăсем каласа, юрăсем шăрантарса, ташă ташласа куракансене савăнтарчĕç. Шкула кайма хатĕрленсе ачасем тĕрлĕ вăйăсенче хăйсен ăсталăхне тĕрĕслерĕç.

Юлашкинчен ашшĕ-амăшĕсем ача сачĕн ĕçченĕсене тав сăмахĕ каласа малашне те ĕçре ăнăçу сунчĕç.

А.ПЕТРОВА,

З.КСЕНОФОНТОВА.



"Каçал Ен"
11 июня 2013
10:20
Поделиться