Сÿтсе явмалли пайтах пулчĕ
Нумаях пулмасть района Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов тата ЧР Патшалăх Канашĕн социаллă политика тата наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕ Петр Краснов килсе çитрĕç.
Район администрацийĕн пуçлăхĕпе Михаил Афанасьевпа тата вĕренÿ пайĕн начальникĕпе Николай Максимовпа пĕрле вĕсем чи малтанах Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулне çул тытрĕç. Шкулта инвалид-ачасене вĕренме пĕтĕм условисене туса парас тĕллевпе «Доступная среда» программа пурнăçа кĕрет. Çавна май кунта юсав ĕçĕсем ирттернĕ, пандуссем лартнă, ятарлă хатĕр-хĕтĕр вырнаçтарнă. Тумаллисем, паллах, тата та пур, çапах та ĕçĕн пысăк пайне пурнăçлани куç кĕрет. «Тăрăшакансене, çанă тавăрса вăй хуракансене пулăшас килсех тăрать. Эсир районти социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусенчен пĕрне çакăн пек майпа татса парас тесе ăнтăлнине пысăка хурса хаклатăп. Инвалид-ачасене пулăшу кÿрекенсене тав сăмахĕ калас килет», — уçрĕ Владимир Николаевич хăйĕн шухăшĕсене.
Учительсен министрпа пĕрле сÿтсе явмалли пайтах пулчĕ. Акă, сăмахран, ачасене учебниксемпе тивĕçтересси — чылай шухăшлаттаракан ыйту. Ку ĕçре вĕрентекенсем çеç тăрăшни çителĕксĕр, ачасен ашшĕ-амăшĕн те çакăн çине тимлĕх уйăрас пулать. В.Иванов пĕлтернĕ тăрăх, Канаш хулинче «Учколлекторăн» филиалне уçма палăртнă. Çапла майпа çывăхри районсем аякка çÿремесĕрех кирлĕ кĕнекесене туянма пултарĕç.
Шкул пĕтерекенсен хальхи вăхăтра хĕрÿ вăхăт пынине кура экзаменсем çинчен те калаçу пулчĕ. Кăçал Пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсем вăхăтĕнче классенче видеоаппаратура вырнаçтарса хунине район çыннисем пĕлеççĕ ĕнтĕ. Хăшĕ-пĕрисене ку килĕшмерĕ те пуль. Çакă ачасене айăплас тесе тунă япала маррине, унăн тĕллевĕ экзамен тытакансене йăнăш утăм туса хăйсен малашлăхне пĕтерсе хурассинчен сыхласси пулнине палăртрĕ министр.
Пуçтарăннисене çавăн пекех шкул формипе çыхăннă ыйтусем те кăсăклантарчĕç. Сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа пур вĕренекенĕн те ятарлă формăпа çÿремелле. Вăл мĕнлерех пулассине кашни шкулăн коллективĕ ачасен ашшĕ-амăшĕпе канашласа татса парать. Форма пĕр шкултах тĕрлĕрен те пулма пултарать. Тĕслĕхрен, 1— 4-мĕш классен — пĕр тĕрлĕ, 5—11-мĕшсен — урăхла.
Унсăр пуçне ачасен сывлăхне çирĕплетесси, тĕрĕс апатлантарасси çине те тимлĕх уйăрчĕç тĕл пулура.
Малалла ĕçлĕ ушкăн Комсомольскинчи 145 вырăнлă ача садне хăпартнă çĕре çитсе курчĕ. Строительство ĕçĕсене Шупашкарти «Арка» ООО ĕçченĕсем пурнăçлаççĕ. Çурта пĕлтĕрхи декабрь уйăхĕнче çĕклеме пикеннĕ, халĕ вара шалти ĕçсене тăваççĕ. Ача садĕнче 8 ушкăн йĕркелеме палăртнă. Вĕсене чи пĕчĕккисенчен пуçласа шкул çулне çитсе пыраканнисем таранчченех çÿрĕç. Çакă, паллах, Комсомольскинче пурăнакансемшĕн питĕ меллĕ.
Тукай Мишер вăтам шкулĕ çумĕнчи ача сачĕн çĕнĕ çуртĕнче те ĕçсем хĕрÿ пыраççĕ. Пÿлĕмсене шал енчен туса пĕтересси, кирлĕ хатĕр-хĕтĕре вырнаçтарса лартасси, садик çумĕнчи территорие тирпей-илем кĕртесси çывăх вăхăтрах вĕçленет ĕнтĕ. Кунта та «Арка» ООО ĕçченĕсем вăй хураççĕ. Пуçтарăннисем укçа-тенкĕпе тивĕçтерессине, объектсене хута ярассине сÿтсе яврĕç. Ял çыннисем вара çакăн пек пысăк та çутă ача сачĕ кĕске хушăрах ÿссе ларнишĕн хĕпĕртенине пытармарĕç, хăнасене чунтан тав турĕç.
Ушкăн çак кун Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн Тукайри филиалĕнче те пулчĕ, унти лару-тăрупа паллашрĕ.
Пĕтĕмĕшле илсен, министр районти ĕçсемпе кăмăллă юлчĕ, малашне те тăрăшса вăй хума ăнăçу сунчĕ.