Комсомольский муниципальный округ

Уяв хаваслă иртрĕ

Нумаях пулмасть Хирти Мăнтăрти «Çăлкуç» ача садĕнче ăсату уявĕ иртрĕ. Ача сачĕ хаваслă лару-тăрура шкул çулне çитнĕ икĕ ачапа сыв пуллашрĕ. Çак уяв яланах савăнăçлă та пăлхануллă самантсемпе пуян.

Мероприятие садик заведующийĕ М.Н.Тимофеева уçрĕ. Вăл кĕçех партăсем хушшине ларакан ачасене ăнăçу, пур енĕпе те малтисен ретĕнче пулма сунчĕ. Унтан кĕçĕн çулсенчисем шкула каякансене лайăх вĕренме сунса сăвăсем каларĕç, юрăсем шăрантарчĕç. Пĕрремĕш класа кайма хатĕрленекенсем хăйне евĕр «экзамен» та тытрĕç. Ачасем пĕрремĕш вальс ташланă чухне вара нумайăшĕн куçĕсем шывланчĕç.

Ашшĕ-амăшĕсем ача садĕнче ĕçлекенсене тав сăмахĕ каларĕç, уяв ăнăçлă иртнине палăртрĕç.

С.ЕФИМОВА.



"Каçал Ен"
11 июня 2013
10:21
Поделиться