Уй-хирте
Паянхи кун районти хуçалăхсем нумай çул ÿсекен курăксене пурĕ 4588 гектар çинче çулса пăрахнă, 5195 тонна утă, 6756 тонна сенаж, 200 тонна силос хатĕрленĕ. Хăш-пĕр хуçалăхсен тăрăшулăхне уйрăммăн палăртса хăварас килет. Акă, тĕслĕхрен, «Урожай» колхозăн кăтартăвĕсем аван. Унта 465 гектар çинчи курăксене çулнă, 420 тонна утă, 2300 тонна сенаж хатĕрленĕ. «Восток» ЯХПКра 300 гектар çинчи нумай çул ÿсекен курăксене çулнă, 20 тонна утă тата 2000 тонна сенаж янтăланă. «Рассвет» ЯХПКра курăксене çулассине 250 гектар çинче пурнăçланă. Хуçалăхăн 64 тонна утă, 1356 тонна сенаж хатĕр те ĕнтĕ. «Дружба» ЯХПКра нумай çул ÿсекен курăксене çулса пĕтернĕ (250 гектар), 350 тонна утă тата 800 тонна сенаж хатĕрленĕ.
Утă янтăлас енĕпе «Дубовка» ОООра (530 тонна), «Сюрбеево» ОООра (400 тонна), «Алга» ЯХПКра (250 тонна), Ивановăн фермер хуçалăхĕнче (235 тонна), «Заря» ЯХПКра (150 тонна) та аван ĕçлеççĕ. «Турхан» ЯХПКра ял çыннисене тата ытти хуçалăхсене сутма 86 тонна утă янтăланă. «Кызыл сабанчасен» 90 тонна утă хатĕр.
Нумай çул ÿсекен курăксене пĕрремĕш хут çулассине вĕçлесе пымаллине аса илтеретпĕр. Çанталăк çакăн пекех тăрсан çывăх вăхăтра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене вырма тухмалла пулĕ. Техникăна хатĕр тытмалла. Çавăн пекех кĕрхи культурăсене акма çĕр хатĕрлеме те пикенмелле.
Ш.ЗЕЙНУТДИНОВ.