Социаллă реклама хатĕрлер-и?
Регионсем хушшинчи «Çамрăксен тĕнчи» обществăлла фонд 14—30 çулхи çамрăксене Пĕтĕм Раççейри социаллă рекламăн «Çĕнĕ шухăш» IV конкурсне хутшăнма чĕнет. Конкурсăн тĕп тĕллевĕ — çамрăксем хăйсене хумхантаракан ку е вăл проблемăна çутатма пултарни, социаллă реклама хатĕрлес ĕçе тÿпе хывни. Раççейре пурăнакан кашни çамрăк унта хутшăнма пултарать, рекламăна миллион çын курса хаклĕ.
Ĕçсене çакăн пек темăсемпе е кăмăла каяканнипе хатĕрлемелле: «Эпир — Раççей çыннисем», «Сывă пурнăç йĕрки», «Манăн çемье — манăн пуянлăх», «Пирĕн культура», «Ырă ĕç тăвакан», «Волонтерсем!», «Пурнăç хăрушсăрлăхĕ», «Çут çанталăка сыхла», «2014 — Сочири вăйăсем». Конкурса икĕ тапхăрпа йĕркелеççĕ: регионсенче — мартăн 7-мĕшĕнчен сентябрĕн 13-мĕшĕччен, федераци шайĕнче — сентябрĕн 14-мĕшĕнчен октябрĕн 1-мĕшĕччен. Заявкăсене икĕ мелпе йышăнаççĕ — сайтра он-лайн заявка çырмалла е регионти йĕркелÿ комитечĕсене çырупа ямалла. Атăл çи федераллă округра ĕçсене федераци йĕркелÿ комитетĕнче çак адреспа йышăнаççĕ: Мускав хули, Дубининская урам, 55, 7-мĕш строени, регионсем хушшинчи «Çамрăксен тĕнчи» обществăлла фонд.
ЧР информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви.