Районта преступленисен шайĕ ÿснĕ
Июлĕн 11-мĕшĕнче РФ Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» пайĕнче тăрăшакансем 2013 çулăн пĕрремĕш çур çулĕнче тунă ĕçĕсене пĕтĕмлетрĕç. Мероприятие ЧР ШĔМĕн штаб начальникĕ, полици полковникĕ Александр Кожемяков та килсе çитрĕ. Çавăн пекех унта район пуçлăхĕ Евгений Карпеев, Комсомольски район прокурорĕ Владимир Николаев, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем тата ыттисем те хутшăнчĕç.
«Пирĕн тĕп тĕллев — хамăра шанса панă территорири йĕркелĕхе сыхласси. Ку ĕçре чи пĕлтерĕшли — халăхшăн ĕçлени. Çынсем пире шанччăр, пирĕнте чăн-чăн хÿтĕлевçĕсене курччăр тесе тăрăшатпăр», — пĕлтерчĕ А.Кожемяков мероприятие уçса. Вăл каланă тăрăх, Елчĕк тата Комсомольски районĕсенчи преступленисен шайĕ республикăра пысăккисен йышĕнче мар, апла пулин те алă усса ларма çук, йĕркене пăсассинчен асăрхаттарас тата преступленисене уçса парас тесе тумалли ĕç чылай.
РФ муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» пай начальникĕ Геннадий Кокшин çур çулхи кăтартусемпе паллаштарчĕ. «Январь — июнь уйăхĕсенче икĕ районта пурĕ 244 преступлени регистрациленĕ. Ку кăтарту пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан 69,4 процент пысăкрах. Çав шутра Комсомольски районĕнче 191 (пĕлтĕр — 85) преступление шута илнĕ, Елчĕк районĕнче — 53 (пĕлтĕр — 59)», — пĕлтерчĕ вăл. Палăртнă тапхăрта уйрăмах экономика сферинчи преступленисен шучĕ чылай ÿсни паллă (пĕлтĕр — 27, кăçал — 128). 244 преступленирен 230-шне уçса панă.
Геннадий Николаевич хăйĕн докладĕнче наркотиксемпе хирĕç кĕрешесси çине те тимлĕх уйăрчĕ. Январь — июнь уйăхĕсенче ку енĕпе 2 преступлени уçса панă (2-шĕ те Елчĕк районĕнче). Июнĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа «Мăкăнь — 2013» операци пырать. Ун вăхăтĕнче 43 ялта пурăнакансене тĕрĕсленĕ, йĕркене пăсакансене тупса 28 асăрхаттару тунă. Ку ĕç малалла пырать.
Çул çитменнисем преступлени туни çинче те чарăнса тăчĕ Г.Кокшин. Кăçал кун пек тĕс-лĕхсем 4 пулнă (пĕлтĕр — 5). Районти шалти ĕçсен пайĕнче 36 ача шутра тăрать. Вĕсемпе тата вĕсен ашшĕ-амăшĕпе полици сотрудникĕсем час-часах профилактика калаçăвĕсем ирт-тереççĕ.
Çавăн пекех штаб начальникĕ Игорь Козлов, обществăлла хăрушсăрлăх пайĕн начальникĕ Сергей Кокорев тата следстви уйрăмĕн начальникĕ Ринат Зайнуллин тĕрлĕ ыйтусемпе тухса калаçрĕç, районти лару-тăрăва тишкерчĕç.
Евгений Карпеев шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсен ĕçĕ йывăррине палăртрĕ, апла пулин те вĕсем хăйсен тивĕçĕсене туллин пурнăçланине, район çыннисемшĕн тăрăшнине çирĕплетрĕ, йĕрке хуралĕнче тăракансене тав турĕ.
Н.МЕДВЕДЕВА.