Комсомольский муниципальный округ

Тракторсене тĕрĕслетпĕр

Районта тĕрлĕ маркăллă 1076 техника регистрациленĕ. Вĕсенчен агропромышленноç комплексĕнчи техникăн 86 проценчĕ, уйрăм çынсен техникин 43 проценчĕ, промышленноç предприятийĕсенчи техникăн 64 проценчĕ патшалăх техника тĕрĕслевĕ витĕр тухнă.

Августăн 1—31-мĕшĕсенче районта «Трактор» уйăхлăх иртет. Ун вăхăтĕнче регистрацилемен, тĕрĕслев витĕр кăларман тата юсавсăр техника хатĕрĕсене тупса палăртас тĕллевпе рейдсем йĕркелеççĕ. Çакăн пек тракторсемпе тата прицепсемпе усă курма юрамасть. Уйрăм çынсем чылай чухне хăйсен тракторĕсене тĕрĕслев витĕр кăлармаççĕ, çапах та вĕсемпе усă кураççĕ. Çавăнпа та вĕсен техника хатĕрĕсене тĕрĕслесси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрăпăр.

С.Кокарев



"Каçал Ен"
03 августа 2013
13:36
Поделиться