Канаш йышĕнче Михаил Игнатьев
Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕн Михаил Бабичăн сĕнĕвĕпе Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен ертÿçисен РФ Ют çĕр-шыв ĕçĕсен министерстви çумĕнчи Канашĕн йышне — 2013 çулхи çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2014 çулхи çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕччен — кĕртнĕ.
Çак Канаша 2003 çулта Патшалăх Канашĕн сĕнĕвĕсене тĕпе хурса тата Раççей Федерацийĕн Президенчĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн — Раççей регионĕсене тĕнче шайĕнчи тата тулаш экономика çыхăнăвĕсене аталантарма, çавăн пекех вĕсене тулаш экономикăн вăл е ку пуçарăвĕ тĕлĕшпе сĕнÿ хатĕрлемешкĕн майсем туса пама пулăшас тĕллевпе йĕркеленĕ.
Канаш йышĕнче Раççей 7 регионĕн ертÿçи — федерацин кашни округĕнчен пĕрер, çавăн пекех Президент управленийĕсен тата федерацин хăш-пĕр ведомствин представителĕсем.
Раççей субъекчĕсен ертÿçисен РФ Ют çĕр-шыв ĕçĕсен министерстви çумĕнчи Канашĕн черетлĕ ХХII ларăвĕ çулталăк вĕçĕнче иртĕ.