Пысăк хăвăртлăхпа
Чукун çул магистралĕ тăрăх пысăк хăвăртлăхпа çÿрекен «Сапсан» Шупашкартан Мускава — 3 сехетре, Чул хулана 70 минутра çитерет. «Мускав — Хусан — Екатеринбург» пысăк хăвăртлăх магистралĕ-2 (ВМС) хута кайсан ку чăнлăха çаврăнĕ.
Чăваш Енре пурăнакансенчен чылайăшĕ магистрале тăвассине ырланă. Çакна ЧР Влаç органĕсен официаллă порталĕнче июлĕн 29-мĕшĕнчен августăн 4-мĕшĕччен ирттернĕ мини-ыйтăмăн пĕтĕмлетĕвĕсем çирĕплетеççĕ.
Ыйтăмăн кăтартăвĕсем тăрăх, сасăланисенчен 84 проценчĕ çак шухăша ырланă, 12 проценчĕ çеç хирĕçленĕ, респондентсен 4 проценчĕ вĕсемшĕн пурпĕрех пулнине палăртнă. Сасăлакансен 58 проценчĕ ВСМ-ăн тĕп паха енĕ Хусана, Мускава, Чул хулана хăвăрт çитме пулни тесе пĕлтернĕ. 9 проценчĕ магистраль çĕнĕ ĕç вырăнĕсем тунине, 8 проценчĕ — хушма инвестицисем хутшăнтарнине, 8 проценчĕ — пуйăссене хăвăрт тата хăрушлăхсăр çÿреме май паракан чукун çул инфраструктурине тума пулăшнине, 7 проценчĕ регионсем тата çĕр-шыври промышленноç центрĕсем хушшинчи экономика хутшăнăвĕсене лайăхлатнине палăртнă. Респондентсен 3 проценчĕ проект туризма аталантарассинче пĕлтерĕшлĕ пулнине, тепĕр 6 проценчĕ проектăн урăх паха енсем пуррине çирĕплетнĕ.