Спорт вăй-хал кÿрет
Комсомольски ялĕ çывăхĕнчи трасса çинче час-часах велосипедпа пыракан ар çынна курма пулать. Александр Горбунов, 70 çултан иртнĕ пулсан та, кашни кунах «икĕ урапаллă тусĕ» çине ларса 7 çухрăм çурăра вырнаçнă дачине çул тытать. Хăш чухне кунне темиçе хут та каллĕ-маллĕ хутлама тивет. Мĕн ачаран спортпа туслашнăскершĕн çакă хăйне май тренировка пек çеç.
А.Горбунов Пăрачкав районĕнчи Сыреç ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ялти шкулта 7 класс пĕтернĕ хыççăн Улатăр районĕнче малалла ăс пухнă. Малтанлăха 24 çухрăмра вырнаçнă пĕлÿ çуртне кашни кун велосипедпа çÿренĕ. Сивĕсем пуçлансан вара ют ялта хваттере кĕнĕ. «Кашни шăмат кун, аякрине пăхса тăмасăр, тăван яла çуранах таврăнаттăмччĕ. Эрне пуçламăшĕнче вара çурăм хыçне çăкăр, сĕт тата ытти юр-вар тултарнă кутамккана çакса пĕлÿ пухма васкаттăмччĕ», — аса илет Александр Михайлович.
Алла аттестат илсен вăл юлташĕпе пĕрле Узбекистана çул тытнă, электрикре ĕçлеме пикеннĕ. 2 çул ытла унта вăй хунă. Кайран вара тăван тăрăха таврăннă, çав профессипех Шупашкарта ĕçе кĕнĕ. Пурăна-киле А.Горбунов хăйне учитель профессийĕ илĕртнине ăнланса илнĕ, И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППИне биологи факультетне вĕренме кĕнĕ. Пултаруллă çамрăк Узбекистанра пурăннă чухнех бокс секцине çÿренĕ, ăмăртусене хутшăнса Ташкент облаçĕн чемпионĕ пулса тăнă. Çак ăсталăха вăл институтра вĕреннĕ чухне малалла аталантарнă, республикăра ирттерекен тупăшусенче малти вырăнсене йышăннă. Спортпа туслăскере деканатра ĕçлекенсем те асăрханă, пур енĕпе те маттур пулнине кура студентсене пневматикăллă винтовкăран пеме вĕрентме сĕннĕ. Çав хушăрах Александр йĕлтĕрпе чупассипе те ăмăртусене хутшăннă, 10—30 çухрăмлă дистанцисенче мала тухнă.
Дипломлă специалиста направленипе Канаш районне ĕçлеме янă. Унта вăл хими тата физкультура урокĕсене вĕрентнĕ. Тепĕр çур çултан Александр Михайлович Комсомольски районне куçса килнĕ, РОНОри методкабинетăн заведующийĕнче, инспекторта тăрăшнă. Çав вăхăтрах Комсомольски вăтам шкулĕнче хими предметне вĕрентнĕ. А.Горбунов спортпа кунран-кун ытларах туслашса пынă, Пионерсен çурчĕ çумĕнче бокс секцине ертсе пыма пуçланă. Талантлă та пуçаруллă тренер патне 150-а яхăн ача çÿренĕ, чи пултаруллисем республика чемпионĕсен ятне те çĕнсе илнĕ.
Малалла Александр Михайловича Çĕнĕ Шăхран тĕп шкулĕн директорĕ пулма шаннă. Унта ĕçленĕ вăхăтра шăпах вăл тăрăшнипе шкулăн çĕнĕ çуртне хăпартнă. Пурăна-киле А.Горбунов Комсомольски вăтам шкулне ĕçлеме куçнă, ОБЖ предметне вĕрентнĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсан 9 çул районти тĕп больницăра хуралçăра тăрăшнă. Пенси çулне çитнĕ пулсан та спортран пăрăнман вăл, больницăн командинче республика шайĕнчи ăмăртусенче пултарулăхне кăтартнă.
Александр Михайловичăн чи юратнă спорт тĕсĕсем — пневматикăллă винтовкăран тĕл пересси, граната ывăтасси тата ишесси. Вăл халĕ те час-часах «Кĕтне» ФСКн бассейнне çÿрет, аван кăтартусем тăвать. «Шел пулин те, бассейнра тăтăшах пĕччен ишме тивет. Район çыннисем темшĕн спорт комплексне çÿресшĕнех мар. Ишессипе ăмăртусем те хутран-ситрен çеç йĕркелеççĕ. Ветерансем хушшинче ун пек тупăшусем пачах та иртмеççĕ. ФСКра тăрăшакансене бассейнра ăмăртусем ытларах йĕркелеме сĕнес килет. Пултаруллисен районта çеç мар, республикăра та тупăшма май пултăр», — пытармарĕ пăшăрханăвне спорт ветеранĕ.
Сăмах май, тивĕçлĕ канурисем хушшинче йĕркелекен пĕр ăмăрту та унсăр иртмест. Çулла — чупса, хĕлле йĕлтĕрпе ярăнса вăл яланах малти вырăнсене тухать. Акă, кăçал та райпо йĕркеленĕ ăмăртура йĕлтĕрпе чупса А.Горбунов хăйĕн ушкăнĕнче çĕнтерÿçĕ пулса тăнă.
«Спорт мана вăй-хал кÿрет, сывлăха çирĕплетет. Кĕçех 74 çул тултаратăп пулсан та спорта пăрахма шутламастăп. Çамрăксене те физкультурăпа туслашма, ытларах хусканусем тума сĕнетĕп. Комсомольскинчи спорт комплексĕ малашне кĕрлесе çеç тăрасса, пирĕн район спортсменĕсем çĕнĕрен çĕнĕ çÿллĕшсене парăнтарасса шанатăп», — пĕтĕмлетрĕ Александр Михайлович.
А.М.Горбунов — II категориллĕ çăмăл атлетика тренерĕ, бокспа тата полиатлонпа спорт мастерĕн кандидачĕ. 1991 çулта Чăваш АССРĕн ветерансем хушшинчи çăмăл атлетика чемпионатĕнче çĕнтернĕ. 1967 çулта вăл Пушкăртстанра иртнĕ коньки спорчĕн Атăлçи чемпионатне, 1994 çулта Пĕтĕм чăвашсен спорт олимпиадине, 1997 çулта Раççей çуллахи полиатлон чемпионатне, 2005 çулта Пензăра иртнĕ спорт ветеранĕсем хушшинчи хăвăрт утассипе Раççей чемпионатне тата ытти ăмăртусене те хутшăннă. Пĕтĕм тĕнчери мир марафонĕнче 6 хутчен чупнă.