Комсомольский муниципальный округ

Ялсене аталантарас тĕллевпе

Район администрацийĕн 2013 çулхи августăн 6-мĕшĕнчи 454 №-лĕ постановленийĕпе килĕшÿллĕн «Чăваш Республикинчи ял территорийĕсен 2014—2017 çулсенчи тата 2020 çулчченхи аталанăвĕ» муниципаллă тĕллевлĕ программăна çирĕплетнĕ. Ăна «Ялăн 2013 çулчченхи социаллă аталанăвĕ» тĕллевлĕ программăн паха опычĕпе усă курса хатĕрленĕ.

Программăн тĕллевĕсем:

— ялсенчи социаллă-экономикăлла условисене лайăхлатасси;

— ял халăхĕн пурнăç шайне ÿстересси, ялпа хула хушшинчи социаллă-экономикăлла уйрăмлăхсене сахаллатасси.

Программăна 2 тапхăрпа пурнăçа кĕртме палăртнă. 1-мĕш тапхăр (2014—2017 çулсем) вăхăтĕнче патшалăх пулăшăвĕн калăпăшĕ ÿсет, пулăшу кÿресси анлăланать. Çакă ял халăхĕ хушшинчи ĕçсĕрлĕхе чакарать, пурăнмалли тата ытти условисене лайăхлатать. Иккĕмĕш тапхăрта (2018—2020 çулсем) аграри секторне, ял экономикине аталантарасси тĕп вырăнта пулĕ.

Ял территорийĕсене аталантарас тĕллевлĕ мероприятисем çак енсемпе пулса пырĕç:

— ял тăрăхĕнче пурăнакан граждансен, çав шутра çамрăк çемьесен тата çамрăк специалистсен, пурăнмалли условийĕсене лайăхлатасси;

— пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учрежденисене аталантарасси;

— ялсенчи фельдшерпа акушер пункчĕсене тата пĕтĕмĕшле практика врачĕсен офисĕсене аталантарасси;

— ялсенчи спорт сооруженийĕсене лайăхлатасси;

— культурăпа кану учрежденийĕсен тытăмне аталантарасси;

— ялсене малалла газификацилесси;

— шывпа тивĕçтерессине аталантарасси;

— компактлă çурт-йĕрсем валли комплекслă площадкăсем йĕркелесси;

— пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учрежденисене тĕпрен юсасси;

— культурăпа кану учрежденийĕсен çурчĕсене тĕпрен юсасси;

— ялсем патне илсе пыракан автомобиль çулĕсене тăвасси (реконструкцилесси).

Пĕтĕмпе 2014—2020 çулсенче программăна пурнăçа кĕртме 1249148,187 пин тенкĕ кирлĕ. Ăна валли тĕрлĕ шайри бюджетсенчен тата ытти çăл куçсенчен укçа-тенкĕ уйăрĕç.



"Каçал Ен"
14 августа 2013
08:54
Поделиться