Ентеш ÿкернĕ фильм
Пирĕн хушăра чăвашсен паллă классикĕ Константин Иванов çырнă «Нарспи» поэмăна пĕлмен çын çук та пулĕ. Ку поэмăна темиçе чĕлхене куçарнă. Ăна чăвашсем, вырăссем кăна мар, акăлчансем, якутсем тата ыттисем те вулаççĕ. Ку хайлав тăрăх опера та çырнă, балет та лартнă.
Çак кунсенче чăвашсен классикĕ Константин Иванов çырнă «Нарспи» поэма тăрăх ÿкернĕ пĕр ятлă илемлĕ фильм кун çути курчĕ. Ăна ÿкерекенĕ — Комсомольски районĕнчи Анат Тимĕрчкасси ялĕнче пурăнакан Михаил Луков. Фильма ÿкерме хистекенĕ — Т.Ибрагимов ячĕллĕ литература премийĕн лауреачĕ, М.Трубина ячĕллĕ преми лауреачĕ, Раççей Федерацийĕн çут ĕç отличникĕ, Раççей Писателĕсен союзĕн членĕ Александр Савельев-Сас. Рольсенче пуринче те Анат Тимĕрчкасси ялĕнче пурăнакан çынсем выляççĕ. Нарспи рольне Арина Андреева, Сетнер сăнарне Давид Александров калăпланă. Çавăн пекех кунта Чăваш Республикинчи паллă фольклор ушкăнĕ сем:
Красноармейски районĕн «Трак ен» халăх фольклор ушкăнĕ, ертÿçи — Николай Никоноров, Патăрьел районĕн Аслă Арапуçĕнчи «Шуçăм» фольклор ушкăнĕ, ертÿçи — Валерий Фролов тата Комсомольски районĕнчи Анат Тимĕрчкасси культура çурчĕ çумĕнчи «Хĕлхем» фольклор ушкăнĕ, ертÿçи Татьяна Морозова — юррисемпе усă курнă.
Эпизодсенче районти ытти ялсен хастар çыннисем те хутшăннă.
Михаил Луков режиссер ÿкернĕ фильм çынсен кăмăлне каясса, чăвашлăх туйăмне тата та вăйлатасса шанас килет.