Кандидатурăсем сĕнĕр
Россия Федерацийĕн Обществăлла палатин секретарĕ Е.П.Велихов регионсем хушшинчи, регионсенчи обществăлла пĕрлешÿсене обществăлла сăнав комиссине кандидатурăсем сĕнме ыйтать. 2008 çулхи июнĕн 10-мĕшĕнчи ФЗ-76 №-лĕ «Об общественном контроле за обеспечением прав человека в местах принудительного содержания» Федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн 2013 çулхи августăн 16-мĕшĕнчен Чăваш Республикин обществăлла сăнав комиссийĕн йышне кандидатурăсем йышăнасси пуçланнă. Республикăри обществăлла пĕрлешÿсене çак ĕçе хутшăнма, 60 кун хушшинче РФ Обществăлла палатин секретарьне Е.П.Велихова заявленипе асăннă саккунра кăтартнă ытти документсене ярса пама сĕнет вăл.
РФ субъекчĕсенче обществăлла сăнав комиссийĕсем туса хумалли тата кандидатсем сĕнмелли йĕркесемпе РФ Обществăлла палатин сайчĕ çинче http:ŸŸwww.oprf.ru адреспа паллашма пулать. Ыйтса пĕлмелли телефон: 8(495)221-83-63 хушăм 2043.