Комсомольский муниципальный округ

Системăпа усă курасси вăй илет

Чăваш Енре ведомствăсем хушшинчи электрон пулăшăвĕн системипе усă курасси вăй илет. Июль уйăхĕнче çеç республикăри муниципалитетсем, министерствăсем тата ведомствăсем ĕç тăвакан влаç органĕсене электрон мелĕпе усă курса пулăшу илме 14 пине яхăн ыйту янă.

2012 çулхи июль уйăхĕнчен влаç органĕсене халăхран ытти тĕрлĕ органсенче упранакан информацие ыйтма чарнă. Регионти, федераллă, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен кирлĕ информацие электрон мелпе усă курса пĕлмелле.

Сăмахран, Росреестр республикăри влаç органĕсене куçман пурлăх объекчĕ пирки кадастртан çырса илнине парать. Раççей Пенси фончĕ çыннăн лицевой счечĕн информацине, Налук служби налук тÿлес енĕпе парăм пуррипе çуккине пĕлтерет.

Паян ведомствăсен хушшинчи электрон пулăшăвĕн системипе усă курса патшалăх тата муниципалитетăн 96 пулăшăвĕпе усă курма пулать. Республикăри ĕç тăвакан 15 орган, 26 муниципалитетпа 291 ял тăрăхĕ электрон пулăшăвĕн системипе усă кураççĕ.



"Каçал Ен"
17 августа 2013
10:53
Поделиться