Пĕлÿ кунĕнче – Конституци урокĕ
Кăçал Пĕлÿ кунĕнче Раççей Федерацийĕн мĕн пур шкулĕнче Конституци урокĕсем иртĕç. Патшалăхăн тĕп саккунне çирĕплет-нĕренпе 20 çул çитнине аса илтерме çапла йышăннă.
Авăн уйăхĕн 2-мĕшĕнче республикăри шкулсенче вĕренекенсем патшалăх влаçĕн саккун кăларакан органĕсен депутачĕсемпе, вырăнти хăй тытăмлăх ĕçченĕсемпе тĕл пулĕç, шкул ачисене кăсăклантаракан ыйтусене хуравлĕç. Çав уйăхрах «Эпĕ — Раççей гражданинĕ» ятпа право пĕлĕвĕн кунĕсем пулĕç: Раççей Конституцийĕ çинчен класс сехечĕсем, калаçусем, куравсем йĕркелĕç.
Аса илтерер: Федерацин тĕп саккунне 1993 çулхи раштавăн 12-мĕшĕнче пĕтĕм халăх сасăлавĕпе йышăннă. Çĕнĕ Конституцие сасăлакансен 58,43 проценчĕ хаваспа йышăннă.
2012 çулта Патшалăх Думин депутачĕ Дмитрий Носов студентсемпе вĕренекенсем, ашшĕ-амăшсем валли интернет-проекта ĕçе кĕртнĕ. Халĕ кашниех унпа хăй тĕллĕн паллашма пултарать.