Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ – Пĕлÿ кунĕ
Кăçал Пĕлÿ кунĕ, авăнăн 1-мĕшĕ, вырсарни куна лекет. Çавна пула Чăваш Республикин Вĕренÿ министерстви ашшĕ-амăшне тата педагогсене, вĕренекенсемпе студентсене «Пĕлÿ кунне хăçан паллă тумалла;» ыйтăма хутшăнма чĕнчĕ. Ыйтăма хутшăнакансем Вĕренÿ министерствин сайтĕнче тата ЧР влаç органĕсен порталĕнче Пĕлÿ кунне авăнăн 1-мĕшĕнче е шкула пĕрремĕш хут сентябрĕн 2-мĕшĕнче каймалла тесе сасăларĕç. Чăваш Енре пурăнакан 35 пине яхăн çын хăйĕн кăмăл-шухăшне пĕлтернĕ. Вĕ-сенчен 87 проценчĕ Пĕлÿ кунне авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче уявлама сĕннĕ, 13 проценчĕ çеç авăнăн 2-мĕшĕпе килĕшнĕ.
Сасăлава хутшăннисен шухăш-кăмăлне шута илсе Чăваш Республикин Вĕренÿ министерстви Пĕлÿ кунне сентябрĕн 1-мĕшĕнче уявлама сĕнет. Савăнăçлă мероприяти вырсарни куна лекнĕрен, ун вырăнне авăнăн 7-мĕшĕнче канмалла.