Видеокамерăсем ыларах пулсан аван
«Унта вăрланă, кунта çамрăксем çапăçнă, виççĕмĕшĕсем çемьере харкашаççĕ», — тенине тăтăшах илтме пулать. Саккун умĕнче айăплисене явап тыттараççĕ, апла пулин те тĕрĕс мар çул çине тăнă çын темшĕн çав çулпах малалла утать. Пурнăçра ĕçлесе мар, çын пурлăхне хапсăнса ытлă-çитлĕ пурăнакансем те сахал мар. Çакăн пек преступниксене тата саккуна пăхăнман ытти çынсене çийĕнчех тупса палăртас, явап тыттарас тесе ĕçлеççĕ муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» пайĕнче тăрăшакан ĕçченсем. Шăпах кăçалхи пĕрремĕш çур çулхи лару-тăрупа пай начальникĕ Геннадий Николаевич Кокшин паллаштарчĕ.
— Кăçалхи январь — июнь уйăхĕсенче икĕ районта пурĕ 244 преступлени регистрациленĕ. Ку кăтарту пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан 69,4 процент пысăкрах. Палăртнă тапхăрта уйрăмах экономика сферинчи преступленисен шучĕ ÿснĕ. Апла пулин те тунă преступленисенчен 97,2 процентне уçса панă эпир. Çавăн пекех çул-йĕр çинчи аварисен шучĕ чакнине палăртма кăмăллă. Тĕслĕхрен, пĕлтĕр çав вăхăтра çул-йĕр çинче 24 çын инкек курнă пулсассăн, кăçал вĕсем — 11-ĕн. Чылай инкек сăлтавĕ — руль умне водительсем ÿсĕр ларни. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта çакăн пек 88 водителе явап тыттарнă. Çул-йĕр правилисене пăснăшăн 1966 гражданина административлă йĕркепе айăпланă, 766700 тенкĕлĕх штраф шыраса илме йышăннă.
— Преступленисен шайне чакарас тесен Сирĕн шутпа чи малтан мĕнле мерăсем йышăнмалла?
— Район центрĕнче тĕрлĕ çĕрте видеокамерăсем лартни лару-тăрăва сăнаса тăма май парать. Çавăнпа та малашне вĕсен шутне ÿстерсен пит аван пулмалла. Сăмахран, çул-йĕр правилисене пăсакансене тупса палăртма видео-фото фиксаци тăвакан «Визирь-2м» прибор лартсан çăмăлрах пулĕччĕ.
Унпа пĕрлех вара полици ĕçченĕсем тăтăшах тĕрлĕ профилактика мероприятийĕсем («Условник», «Мигрант — 2013», «Мăкăнь», «Ачасем», «Скутер», «Хăрушсăрлăх пиçиххийĕ», «Пешеходный переход») йĕркелени те пысăк витĕм кÿрет.
— Паянхи кун Сире мĕн пăшăрхантарать?
— Районти чи çивĕч ыйтусенчен пĕри вăл — эрех-сăрапа иртĕхекенсен йышĕ ÿсни. Çамрăкĕ те, ватти те алла черкке тытать. Ĕçсе ÿсĕрĕлнĕ çын преступлени çулĕ çине тăрать. Çавăнпа каçхи кафесемпе магазинсенче — «Оазисра», «Круизра», «Перекрестокра», «Отдыхра», «У Эльвиринче» 22 сехетрен 6 сехетчен алкоголь продукцийĕсене сутма чарасчĕ. Кÿршĕллĕ Елчĕк районĕнче çак мелпе тахçанах усă кураççĕ. Ку çивĕч ыйтăва эпĕ пĕрре мар районти депутатсен Пухăвĕнче хускатнă, апла пулин те хурав çук.
— Калаçушăн тавах.
А.МАРИЯН.