Паттăр салтаксене асăнса – палăк
Аслă Аттелĕх вăрçи районти кашни çемьенех пырса тивнĕ. Килсерен тенĕ пекех Тăван çĕр-шыва хÿтĕлеме тухса кайнă, хăшĕ-пĕринчен вара — пĕччен-иккĕн çеç мар, виççĕн-тăваттăн е ытларах та. Шурут-Нурăс ялĕнчи Иустиния Акимовнăпа Григорий Михайлович Соколовсем тăватă ывăлне пĕрин хыççăн теприне ăсатнă вăрçă хирне. Анчах пĕрне те каялла кĕтсе илме пÿрмен. Чи малтан, 1941 çулхи августра, асли Александр пирки хура хут килнĕ. Ун хыççăн, 1942, 1943 çулсенче, Николайпа Геннадий хыпарсăр çухалнă. Кĕçĕннин Георгин шăпи çеç паян кун та уçăмлă мар. Вĕсем çинчен «Каçал ен» хаçатра пĕрре мар çыртăмăр. Малтанхи статьясем вăрçă хирĕнче выртса юлнă виçĕ пĕр тăванăн тăприсене тăван çĕре илсе килсе пытарнин çинченччĕ. Тепĕр хут çак темăна тапратмалли сăлтав — çитмĕл çул каялла çутă пуласлăхшăн пуçĕсене хунисен ячĕпе Шурут-Нурăс ялĕнчи масар çинче палăк лартни.
Тăван çĕр-шывăн паттăр хÿтĕлевçисен ячĕсене ĕмĕрлĕхе асра хăварас тĕллевпе Соколовсен Валентинăпа Зоя йăмăкĕсем тата вĕсен ачисем тивĕçлĕ палăк лартас ĕçе пуçăннă. Çак ыйтупа тăванĕсем тĕрлĕ çĕре çитнĕ. «Çарпа асăну комплексĕ» акционерсен хупă обществинче вара вĕсене пулăшма май тупнă. Ентешĕмĕрсен сăн ÿкерчĕкĕсене вырнаçтарнă тата хушаматне-ятне, çуралнă-вилнĕ çулĕсене кăтартнă гранит палăка августăн 24-мĕшĕнче уçрĕç. Çак мероприятие паттăрсен тăванĕсем, район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев, социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Ираида Никитина, ветерансен совечĕн председателĕ Юрий Тимофеев, ЧР çар комиссариачĕн Комсомольски тата Елчĕк районĕсенчи уйрăмĕн комиссарĕ Сергей Данилов тата ыттисем хутшăнчĕç, асăну сăмахĕсем каларĕç. Соколовсен йăмăкĕсем Валентина Григорьевнăпа Зоя Григорьевна, Александрăн хĕрĕ Раиса Александровна халь ĕнтĕ хăйсен кăмăлĕ тулнине пĕлтерчĕç, куккăшĕсен шăписене уçăмлатассишĕн нумай тăрăшнă, палăк лартас ĕçе пуçарнă Владимир Матросова, çарпа асăну комплексне, палăка уçма килнисене тав турĕç.
Шурут чиркĕвĕн настоятелĕ Серафим атте пуç хунисемшĕн панихида тунă хыççăн палăк умне Мухтав гирлянди тата чĕрĕ чечексем хучĕç.
Л.ШУРЯШКИНА.