Асăрханăр, ачасем!
Республикăри çулсем çинче кашни кунах вун-вун ача пăтăрмаха лексе суранланать, çут тĕнчерен вăхăтсăр уйрăлать.
Вĕренÿ çулĕ пуçланнă май, ачасен сывлăхне сыхлас тĕллевпе республикăра çурла уйăхĕн 27-мĕшĕпе авăнăн 7-мĕшĕччен «Асăрханăр, ачасем!» профилактика операцийĕ иртет. Тĕп тĕллев — çул çÿрев хăрушсăрлăхне тивĕçтересси, транспорт хатĕрĕсен рулĕ умне ларакансене тата çуран çÿрекенсене шар курасран сыхласси.
Аслисен кĕçĕннисене яланах çул урлă çирĕп йĕркене пăхăнса каçма хăнăхтармалла. Çакна пурте пĕлеççĕ-ха, анчах шел те, йĕркене кашниех пăхăнмасть-çке. Ялан таçта васканă май машинăсем çÿрекен çул çинче сулахаялла та, сылтăмалла та пăхма манатпăр е ÿркенетпĕр тесен тĕрĕсрех пулĕ. Ыттисемпе пулнă синкер пире пырса тивмест тетпĕр-ши; Йăнăшатпăр, этем кашни самантра хăрушлăхпа тĕл пулать.
Пайăррăн палăртмалла: çуллахи каникул хыççăн çул-йĕр çинчи лару-тăру тата çивĕчленет. Шăпах çак тапхăрта ачасем тĕлĕшпе пушшех тимлĕх кирлĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, çул çинчи кашни çиччĕмĕш пăтăрмах ача-пăчапа пулать. Çавăнпа та аслисен кĕçĕннисене çул хăрушсăрлăхĕн тĕп правилисемпе, вăл е ку енĕпе ырă тĕслĕх кăтартни пĕрремĕш вырăнта пулмалла. Ун пек чухне, тен, инкексен шучĕ сахалланĕ.
Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче районта пур шкулсенче те çул-йĕрпе çыхăннă калаçу урокĕсем, викторинăсем иртĕç, видеофильмсем кăтартĕç.
Çакна асра тытăр: эсир паян çул çинчи йĕркене пăхăнмасассăн ыран тĕпренчĕкĕр те çаплах тăвĕ.
Н.ТУМАЛАНОВ.