Спорт аталанăвĕнче вĕсен тÿпи пысăк
Çак çулсенче районти ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен федерацийĕн архивĕ спорт ветеранĕсем çинчен калакан материалсемпе, сăн ÿкерчĕксемпе пуянланса пырать. Юлашки вăхăтра вĕсем пирки район хаçачĕн страницисенче те чылай статья пичетленчĕ, мĕншĕн тесен çавсен çитĕнĕвĕсем районти спорт аталанăвĕнче паллă вырăн йышăнаççĕ. Хаçатăн паянхи номерĕнче те спорт ветеранĕсенчен хăшĕ-пĕрин пурнăçĕпе паллашар-ха.
Алексей Михайлович Малышев 1979 çулта Çĕнĕ Мăрат ялĕнче çуралнă. Ултă çул тултарсанах кавир çине тухма пуçланă. 1988—1997çулсенче ялти вăтам шкулта вĕреннĕ. Уроксем хыççăн ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен секцине пĕр сиктермесĕр çÿренĕ, кавир çинчи ăсталăхне туптаса пынă. Çавăнпах ĕнтĕ районти турнирсене тăтăшах хутшăнса малти вырăнсене йышăннă, тăватă хутчен район чемпионĕ ята çĕнсе илнĕ. Унăн кĕрешĕвĕнче хăйне майлă уйрăмлăх пур — тытăçури çивĕчлĕх. Çĕнĕ Мăрат каччи вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн Тутарстанри Теччĕри педагогика училищине çул тытнă. Кунта та хăйĕн кавир çинчи ăсталăхĕпе палăрса тăнă пирĕн ентеш. С.Г.Ибрагимов тренер Алексейĕн çитĕнĕвсемпе кăмăллă пулнă. Нижнекамск, Тольятти, Арзамас хулисенчи турнирсенче чăваш ачин ятне яман вăл. Алексей тутарла-пушкăртла та ăста кĕрешме вĕренсе çитнĕ.
Педагогика училищинчен вăл 1999 çулта алла диплом илсе тухать. Пĕр вăхăт тăван ялти шкултах учительре вăй хурать. Çар службине кайма та черет çитет. Салтак тивĕçне ентешĕмĕр тинĕс-çар пехотинче чыслăн пурнăçлать. Пултаруллă каччă республикăри çул çинчи хăрушсăрлăх патшалăх инспекцийĕнче хăйĕн тивĕçне туллин пурнăçлама пуçлать. Вăл — çул çинчи патруль инспекторĕ, полици капитанĕ. Спорта чĕрипе парăннăскер, кунта та вăл тăтăшах кавир çинче пултарулăхне кăтартать. Дзюдо тытăçăвĕсенче республикăри шалти ĕçсен министерствин турнирĕсенче Алексей Михайлович тăватă хутчен пĕрремĕш вырăна хăйĕн аллинчен вĕçертмест. Ытти турнирсенче те призерсен шутĕнчен тухмасть. Чăваш Республикин чысне ентеш Раççейри турнирсенче те (шалти ĕçсен министерствин) темиçе хутчен те хÿтĕлет, малти вырăнсене çĕнсе илет.
Алексей Михайлович 25 çул ытла кавир çинчен тухмасть. Тăваттăмĕш теçеткере пырать пулсан та пултаруллă спортсменсем хушшинче хăйне çирĕп туять. Вăл — ирĕклĕ майпа кĕрешессипе Раççей спорт мастерĕн кандидачĕ. Вăлах дзюдо енĕпе те çак ятах çĕнсе илнĕ.
1999 çулта Алексей Çурçĕр Кавказра ятарлă командировкăра та пулнă.
Мăшăрĕпе пĕрле икĕ ача çитĕнтереççĕ. Ачисем те, ашшĕ пекех, кавир çинче кĕрешессипе хăйсен ăсталăхне туптаççĕ.
Гурий Сергеевич Краснов, 1940 çулта çуралнăскер, 1947 çулта Комсомольски вăтам шкул сукмакне такăрлатма пуçлать. 1961 çулта, шкулта классика мелĕпе тата ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен спорт секцийĕ ĕçлеме пуçласан, Гурий пĕрремĕш хут кавир çине тухать. Хăйĕн шăллĕне Васьăна та виççĕмĕш класра вĕреннĕ чухнех (халĕ вăл район больницин васкавлă пулăшу уйрăмĕн водителĕнче ĕçлет) асăннă спорт секцине явăçтарать. Гурий шкул пĕтерсен колхозра тăрăшать. Магнитогор-скинчи училищĕре рабочи специальноçне алла илет, çар службинче пулать. Тăван киле таврăнсан районти «Сельхозтехника» уйрăмĕнче водительте ĕçлеме пуçлать, 36 çул ырми-канми тăрăшать Гурий Сергеевич çак предприятире. «Аварисĕр ĕçленĕшĕн» паллăпа та чысланă ăна. Унăн «Ĕç ветеранĕ» медаль пур. Ĕçре те тăрăшуллă пулнă, спортра та начар мар çи-тĕнÿсем тунă.
Классика мелĕпе кĕрешсе темиçе хутчен те республикăри «Урожай» спортобществăн наградисене тивĕçнĕ. Районта иртекен Акатуйсенче уйрăмах палăрнă Гурий. Пилĕкрен алшăллипе тытса кĕрешсе, кире пуканĕ йăтса вăл тăтăшах уяв çĕнтерÿçи пулса тăнă. Вăл вăхăтра «Урожай» спортобщество спортăн нумай енĕпе ăмăртусем ирттерессине йĕркеленĕ пулнă. Турнира хутшăнаканăн йĕлтĕрпе чупса, кире пуканĕ йăтса тата автомашина рулĕ умне ларса хăйĕн пултарулăхне кăтартмалла пулнă. Гурий Краснов çак ăмăртусенче тăватă хутчен республика чемпионĕ ята çĕнсе илнĕ.
Çитмĕл урлă каçнă пулсан та, паян та Гурий Сергеевича районта иртекен спорт ăмăртăвĕсенче курма пулать. Куракан вырăнĕнче, паллах.
Герольд Андреевич Индюков 1942 çулта Комсомольскинче çут тĕнчене килнĕ. Вăтам шкул пĕтерсен хăйĕн пĕлĕвне, специальность илес тĕллевпе, энерготехникумра ÿстернĕ. Челябинск облаçĕнчи Каргалы хулинче энергосетьсен начальникĕнче тăрăшнă. Атăлпа Вятка электростройра участок начальникĕн тивĕçне те пурнăçланă. Герольд Андреевич 1966 çулта тăван киле таврăнать те районти строительствăпа монтаж участокĕнче (СМУ) инженер-электрикра мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех (40 çула яхăн) тăрăшать.
Спортри биографийĕ унăн пысăках мар пулсан та район пурнăçĕнче паллă йĕр хăварнă вăл. Классика мелĕпе кĕрешсе республикăри «Урожай» спортобщество ирттерекен ăмăртусенчен Герольд пĕрре кăна мар наградăпа таврăннă.
В.ГАВРИЛОВ.