Тетте сиенсĕр пултăр
ЧР Роспотребнадзор управленийĕн Патăрьелĕнчи территори уйрăмĕ потребительсене тата сутуçăсене 2012 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнче Таможня союзĕн территорийĕнче (Раççей, Белорусси, Казахстан) теттесен хăрушсăрлăхĕ çинчен калакан регламентăн требованийĕсем вăя кĕни çинчен аса илтерет. Вĕсемпе килĕшÿллĕн теттесем туса кăларакансен таса, сиенсĕр материалсемпе çеç усă курмалла. 3 çула çитмен ачасене валли тетте ăсталама тирпе, кĕленчепе, фарфорпа, картонпа, хутпа тата ытти хăш-пĕр материалпа усă курма юрамасть. Çавăн пекех теттесенче хăрушă хими хутăшĕсем (тĕслĕхрен, ртуть, хлорлă винил) пулмалла мар. Çиелти сий нÿрĕке хирĕç тăма пултармалла. Теттен кĕтессисем, хĕррисем, пружинисем, çыхăнтарса тăракан пайĕсем вылянă чухне ачана сиенлемелле мар. Çемçе теттесен çĕввисем çирĕп пулмалла. Вĕсен ăшне хытă тата шĕвĕр япаласем хумалла мар.
Апат-çимĕçпе пĕрле сутăнакан теттесене уйрăмшарăн чĕркемелле. Курупкасем, чĕркемсем ачасемшĕн хăрушлăх кăларса тăратмалла мар.
Тетте е унăн курупки çинче çак информаци пулмалла:
— тетте ячĕ;
— ăна туса кăларнă çĕр-шыв;
— туса кăларакан организаци тата унпа çыхăнмалли мел;
— туса кăлараканăн тавар палли;
— миçе çултан пуçласа ачасен выляма юрани;
— тĕп конструкци материалĕ (3 çултан кĕçĕнрех ачасем валли);
— теттене мĕнле пăхмалли çинчен калани (енчен те çакă кирлĕ пулсан);
— хăçан туса кăларни;
— хăçанччен усă курма юрани;
— мĕнле условисенче упрамалли.
Çавăн пекех унта теттепе мĕнле усă курмалли, ăна тасатмалли мелсем, хăрушсăрлăх йĕркисем, теттене пухмалли инструкци тата ытти те пулма пултарать.
«Теттесен хăрушсăрлăхĕ çинчен» техника регламенчĕн требованийĕсемпе килĕшсе тăракан теттесене тĕрĕслев хыççăн ятарлă паллăпа палăртаççĕ.
Хисеплĕ потребительсем, енчен те эсир туяннă тетте пахалăхсăр пулсан е çÿлерех асăннă техника регламенчĕн требованийĕсене тивĕçтермесен, ЧР Роспотребнадзор управленийĕн Патăрьелĕнчи территори уйрăмне çак адреспа пыма пултаратăр: Патăрьел ялĕ, Ленин проспекчĕ, 13 çурт (2-мĕш хут). Тунти кунран кĕçнерни кунччен — 9 сехетрен пуçласа 18 сехетчен, эрне кун — 9 сехетрен пуçласа 16 сехет те 45 минутчен. «Хĕрÿ лини» телефонĕ — 8(83532)5-03-45.
И.ПАЙМУЛЛИНА.