Ыйтăма пĕтĕмлетнĕ
Интернет сасăлава хутшăннă кашни 3-мĕш çын ертсе пыракан компанисен ĕçĕ уççăн курăнсан çеç çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăха пырса тивекен ыйтусене татса пама пулăшать тесе шутлаççĕ. Çакна ЧР Инфомаци политикин тата массăллă комуникацисен министерстви йĕркеленĕ ыйтăм çирĕплетет. Ыйтăма çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх сферинче кÿрекен пулăшусене еплерех йĕркеленине ыйтса пĕлес, çынсем ун пирки мĕн шутланипе интересленес тĕллевпе йĕркеленĕ.
Пĕтĕмлетÿпе килĕшÿллĕн ыйтăма хутшăннисен 28 проценчĕ ертсе пыракан компанисен ĕçĕпе кăмăллă. 13 проценчĕ ытти компанисем лайăхрах ĕçлеççĕ тесе шутлаççĕ, 15 проценчĕ ертсе пыракан компанисем ĕçе пĕлсе лайăх йĕркеленипе кăмăллă. Кашни 5-мĕш çын «коммуналкăри» ĕçе аван йĕркелеме штрафсене ÿстерни пулăшать тесе шутлать.