Пĕр-пĕрне лайăх тĕслĕх кăтартасчĕ
Наркомани, алкоголизм — паянхи обществăн чăннипех те усал чирĕсем. Шел пулин те, пирĕн районшăн та ют мар вĕсем. Асăннă амаксемпе чирлекен çынсемпе сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсем, профилактика канашĕсем çине тăрсах ĕçлеççĕ пулсан та, учетра тăракансен шучĕ чакма мар, çулсерен ÿссе пырать. Сентябрĕн 16-мĕшĕнче район администрацийĕ çумĕнчи наркотика хирĕçле комиссин ларăвĕнче тĕрлĕ службăсен представителĕсем шăпах çак ыйтусене сÿтсе яврĕç те.
Районти тĕп больницăн наркологĕ Л.Ярышева каланă тăрăх, вĕсен кабинетĕнче 375 çын учетра тăрать, çавсенчен 214-шне эрех-сăра сĕрĕмĕнчен хăтăлайманнипе шута илме тивнĕ. Наркотикпе тата наркотикла япаласемпе пуçĕсене минретекенсем те сахалах мар.
Районта пурăнакансене сывă пурнăç йĕркине явăçтарнине, эрех-сăрапа туслисемпе епле профилактика ĕçĕсем туса ирттернине «Кĕтне» ФСК директорĕ Е.А.Тихонов, «Каçал ен» хаçатăн тĕп редакторĕ Л.Г.Шуряшкина, райадминистрацин çамрăксемпе ĕçлекен специалисчĕ О.С.Карсакова каласа пачĕç. Комсомольски, Урмаел, Аслă Çĕрпÿел, Хирти Сĕнтĕр, Александровка тата Тукай ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем те вырăнта общество «çăпанĕсемпе» хăйсем мĕнле кĕрешни çинчен чарăнса тăчĕç.
Комисси ларăвĕнче районта пурăнакансене, уйрăмах çамрăк ăрăва сывă пурнăç йĕркине куллен тытса пыма спорт мероприятийĕсем тăтăшах йĕркелеме, профилактикăлла калаçусемпе ăнлантару ĕçĕсем ытларах ирттерме йышăнса хăварчĕç.
Тепринне нимле ăнлантару ĕçĕпе те ăс-тăнне витерме çук. Хăйĕн сывлăхĕшĕн паллах кашни хăй яваплă. Вăл е ку çын мĕнле пурнăç суйласа илесси çине çемье те, йĕри-таврари çынсем те витĕм кÿме пултараççех. Апла пулсан пĕр-пĕрне тата ачасене лайăх тĕслĕх çеç кăтартасчĕ.
Л.ГЕОРГИЕВА