Тарифсем ÿснĕ
Шывăн кашни тумламĕ ылтăнпа танлашсан.
Коммуналлă пулăшушăн тарифсем июлĕн 1-мĕшĕнченех ÿсрĕç. Хутса ăшăтмалли тапхăр та çывхарать. Çавна май счетсем çинчи сумма самай пысăк пулсассăн ăçта кайса пулăшу ыйтмалла;
Паллах, ертсе пыракан компание. Малтан тÿленĕ счетсене илме манмалла мар. Вĕсен копийĕсене туса юлмалла, çĕнĕ квитанци илмелле. Унтан счет çинче ăçтан çавăн пек пысăк цифрăсем тупăннине ăнлантарса пама ыйтса заявлени çырмалла. Ăна малтанхи тÿлевсен копийĕсемпе пĕрле вырăнти ертсе пыракан компание çитермелле (ТСЖ, ЖСК). Заявление икĕ экземплярпа çырмалла. Компанире заявление регистрацилеме тивĕç. Унти цифрăсене виçĕ кун хушшинче пăхса тухмалла, тĕрĕслемелле. Тĕпчев тунă хыççăн компани ĕçченĕ тÿлемелли сумма тĕрĕс пулнине çирĕплетсе документ парать.
Çавăн пекех счет çинчи сумма самай пысăк пулсассăн асăннă сферăри обществăлла тĕрĕслев центрĕнчен пулăшу ыйтма пулать. Вĕсем пирки «Пурăнмалли çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх тĕрĕслевĕ» сайтĕнче информаци пур.
Пурăнмалли çурт-йĕршĕн патшалăх инспекцийĕнче те асăннă ыйтупа йышăнаççĕ. Кунта та заявлени çырмалла, ăна регистрацилеме ыйтмалла. Хăвăра валли копи хăварма ан манăр.
Тарифсемпе ĕçлекен регионти службăран та пулăшу ыйтма юрать. Паллах, заявлени çырма, коммуналлă счетсен копийĕсене тăратма тивет.
Муниципалитет сотрудникĕсем асăннă тытăма тĕрĕслесе тăма тивĕç. Апла пулсассăн ыйтупа унта та йышăнĕç.
Çÿлерех асăннă организацисем пулăшаймасан усă куракансен прависене хÿтĕлекен обществăна пĕлтермелле. Унта ыйтнине тивĕçтерĕç, суда валли тавăç хучĕ çырма пулăшĕç.