Тĕллев пуриншĕн те пĕрре
Районта аван ĕçлесе пыракан ял хуçалăх кооперативĕсем сахал мар, анчах та унпа пĕрлех аран-аран вăй çитерсе пыраканнисем те пур-ха. Кун йышши хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕх шучĕ те сахал, техники те çителĕксĕр, шалăва вăхăтра тÿлейменрен ĕçченсем те çук. Апла-и капла-и, хуçалăх тилхепине тытнă пулсассăн пултарнă таран ĕçлемелле, малалла талпăнмалла.
Паянхи кун хуçалăхсен тĕп тĕллевĕ — кĕрхи ĕçсене вĕçлесси, мĕн çитĕнтернине пуçтарса кĕртсе хĕле хатĕрленесси. Уйрăмах мăйракалла шултра выльăх тăракан витесене йĕркене кĕртмелле. Ку енĕпе вара пурте ĕçе пуçăнса вĕçленĕ теме иртерех-ха. Сăмахран, «Алга» ЯХПКра хĕл пирки шутламаççех. Хăш-пĕр витесенче кантăксем те çук, тислĕке хăçан тасатни те паллă мар. Пăрусемпе ĕнесем картара тăраççĕ. Витесене тĕрлĕ инфекцинчен хÿтĕлесе шуратма пикенмен те. «Мĕншĕн пурнăçламан;» текен ыйту çине тĕр-лĕрен хуравлаççĕ: вăхăт çитеймерĕ, ĕçченсем ерçеймерĕç. Комисси членĕсем выльăх-чĕрлĕх витисене хĕле кĕриччен хатĕрлесе çитерессе шанаççĕ.
Хăй вăхăтĕнче, иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулсĕнче, Г.Г.Апраков председательте ĕçленĕ вăхăтра «Алга» колхоза республикипех лайăх пĕлнĕ. Хуçалăха тĕслĕх вырăнне хунă, ыттисене мĕнле ĕçлемеллипе паллаштарнă. Тăтăшах семинар-канашлусем, тĕл пулусем ирттернине вăл вăхăтри çынсем сахал мар аса илеççĕ.
— Кунта ферма территори-йĕнче клумбăсенче чечексем ÿсетчĕç. Витесенче тирпейлĕх хуçаланатчĕ. Мăйракаллă шултра выльăх, сысна питĕ нумай усратчĕç, — терĕç аса илсе комисси членĕсем. Халĕ вара кунта клумбăсем вырăнне мăян ашкăрать, ăна пĕрре те çулман пулас. Апла пулин те йĕрке пуласса шанас килет.
«Труд» ял хуçалăх кооперативĕнче пачах урăхла сăн ÿкерчĕк пулни кăмăла çĕклет. Паянхи куна кунта мăйракаллă шултра выльăх шучĕ 540 пуç, вĕсенчен 160-шĕ — сăвакан ĕнесем. Çулталăк пуçланнăранпа кашни ĕнерен вăтамран 3408-шар килограмм сĕт суса илнĕ.
— Хуçалăхри сĕт-çу блокĕ — районта чи лайăххисенчен пĕри. Кашни япала хăй вырăнĕнче, тирпейлĕ, тасалăх хуçаланать. Выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма витесене юсанă, çитменлĕхсене пĕтернĕ, — терĕ комисси членĕ, район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Илдус Миннетуллин.
Районти кашни ял хуçалăх кооперативĕнче — тĕрлĕ лару-тăру. Пĕри тăрăшсах, тупăш илес тесе ĕçлет, тепри ĕçне ячĕшĕн пурнăçлать-ши; Тен, укçа-тенкĕ çитменни чăрмав кăларса тăратать; Сăлтавĕ тĕрлĕрен пулин те, тĕллевĕ пуриншĕн те пĕрре — ял хуçалăхне çĕклесси, выльăх-чĕрлĕхе тытма кирлĕ услови туса парасси.