Брифинг ирттернĕ
Нумаях пулмасть Россия Федерацийĕн прокуратури çумĕнчи следстви комитечĕн следстви управленийĕн Чăваш Республикин Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви уйрăмĕн начальникĕ Руслан Шайхалов тăватă районти массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсемпе брифинг ирттернĕ.
«РФ Конституцийĕн 59 статйипе килĕшÿллĕн, çĕр-шыва сыхласси — кашнин тивĕçĕ. Анчах та çартан пăрăнса тарса çÿрекенсем те пур-ха. Акă, кăçалхи 8 уйăхра кăна следстви комитечĕн следователĕсем Уголовлă кодексăн 328 статйин 1-мĕш пайĕпе (çар ретне тăрассинчен тарса çÿренипе) пуçарнă 11 ĕçе тĕпченĕ. Айăплисенчен 8-шĕ Патăрьел районĕнче пурăнать, 2-шĕ — Шăмăршăран, Комсомольскинчен — 1», — тенĕ следстви комитечĕн уйрăмĕн ертÿçи.
Çар ретне тăрассинчен хăтăлма тăрăшакансем тĕрлĕ майсемпе усă кураççĕ. Акă, пĕри чирлĕ пулни çинчен çирĕплетекен суя документсем çар комиссариатне тăратнă иккен. Тепри медицина комиссийĕнчен тарса çÿренĕ...
Район сучĕсем айăпласа приговорсем кăларни çинче те чарăнса тăчĕ Руслан Небиуллович. Практика кăтартнă тăрăх, Уголовлă кодекспа килĕшÿллĕн 2 çул таранччен ирĕк прависĕр хăварма май пулнă пулсан, вĕсене уголовлă штрафсем параççĕ иккен.
Сăмах май, пирĕн районтан суд тенкелĕ çине ларнă призывник йĕркелĕхе сыхлакан органсенчен 2011 çултанпах тарса çÿренĕ.
М.АЛЕКСЕЕВА.