Комсомольский муниципальный округ

Центр пулăшу кÿрет

Кăçалхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Республикин территорийĕнче нумай функциллĕ 26 центра регистрациленĕ. Вĕсенчен 25-шĕ 81 чÿречепе ĕçлеççĕ.

Çулталăк пуçланнăранпа нумай функциллĕ центр никĕсĕ çинче 139,7 пин пулăшу кÿнĕ, çав шутран 49,8 пинĕ — федерацин, 30,2 пинĕ — республика, 18,1 проценчĕ — муниципалитет шайĕнчисем. Пĕтĕмпе 16 пин ытла консультаци панă.

Чи анлă сарăлнă пулăшу ĕçĕсем çаксем: куçман пурлăхпа çыхăннă килĕшÿсем тата правасене хÿтĕлесси (Росреестр пулăшăвĕсем). Кăçал çак тĕллевпе 4915 çын центра çитнĕ.

Унсăр пуçне асăннă центрсене федерацин миграци управленийĕн службин пулăшăвĕсемпе усă курма, Раççей тата ют çĕр-шыв паспорчĕсене илес тесе 9316 заявлени çырнă. Социаллă пулăшусемпе усă курас тесе 6728 ыйту панă, пурăнмалли çурт-йĕр кирлисен черетне тăрас тĕллевпе тăтăшах çÿреççĕ.

2013 çул вĕçне Чăваш Республикинче нумай функциллĕ 26 центрта 116 чÿрече пулĕ. Тĕслĕхрен, июлĕн 1-мĕшĕнчен пĕр чÿрече мелĕпе республикăри ял тăрăхĕсенчи 119 библиотекăра тĕрлĕ пулăшупа усă курма майсем туса панă. Çулталăк вĕçне чÿречесен йышĕ 232 пулмалла. Паянхи куна вĕсенче 304 çын консультаци илнĕ. Районти центра та тĕрлĕ ыйтупа пулăшу ыйтма пыракансем чылайăн.

Çынсем çĕр участокĕсене харпăрлăха куçарма, куçман пурлăха тара илнин регистрацине тăсма пыраççĕ. Клиентсене тата ытти нумай ыйтупа та яланах пулăшма хатĕр. Район администрацийĕн çуртĕнче вырнаçнă центр кашни кунах 8 сехетрен пуçласа 17 сехетчен ĕçлет, шăмат кун — 8 —12 сехетсенче, вырсарни кун — канмалли.

А.ЕФРЕМОВА.



"Каçал Ен"
02 октября 2013
00:26
Поделиться