Парăмсене вăхăтра тÿлемелле
Районти суд приставĕсен уйрăмĕнче ĕçлекенсем кăçалхи 9 уйăхра 9030 исполнительлĕ производство пăхса тухнă. Вĕсенчен 4656-шне парăмсене шыраса илнипе вĕçленĕ. 18-шне шыраса илме май пулманнипе (актпа) пĕтернĕ.
Приставсем кăçалхи январь — сентябрь уйăхĕсенче 6 уголовлă ĕç пуçарнă, вĕсенчен 5-шне район сучĕ пăхса тухса айăплисене явап тыттарнă та.
Пакунлисем парăмçăсене административлă майпа та айăплаççĕ. Акă, кăçал кăна вĕсем 76 протокол çырнă. Вĕсенчен 28-шĕ — Административлă кодексăн 22.25 статйипе килĕшÿллĕн. Сăмах май, районти суд участокĕн миравай судйи 2 çынна административлă арест пама та йышăну кăларнă.
В.ИВАНОВ.
"Каçал Ен"