Комсомольский муниципальный округ

Аслă ăрăва сума суса

Чăвашсем авалах ватта хисепленĕ, сума сунă. Çакна тĕпе хурса ĕнтĕ юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче Хырай Ĕнел вăтам шкулĕнче Пĕтĕм тĕнчери ватăсен кунне халалласа уяв ирттертĕмĕр. Унта çак шкулта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă аслă ăрури çынсем пуçтарăнчĕç: Н.Д.Краснов, А.И.Ласточкина, Е.С.Семенова, А.А.Петрова, А.М.Чемешева, Н.Я.Зайцева, Е.М.Воробьева, Е.И.Лебедева тата В.И.Васильева.

Сăвă-юрă, илемлĕ ташă, савăк кăмăл, ăшă калаçу кĕтрĕ вĕсене çак кун. Уяв концертне Т.Мукшинапа А.Безрукин ертсе пычĕç.

Чи малтанах килнĕ хăнасене салам сăмахĕ шкул директорĕ Л.М.Макарова каларĕ.

Асанне, кукамай çинчен поэтсем нумай сăвă çырнă. Вĕсене 4-мĕш класра вĕренекенсем чуна пырса тивмелле вуларĕç.

Малалла хăнасем умĕнче шкулăн юрра-ташша ăста ачисем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. А.Кокшина шăрантарнă «Кайăксем», «Ман телей тупасчĕ» юрăсем пурин кăмăлне те кайрĕç. Çавăн пекех ытти юрăсем те итлекенсене тыткăна илчĕç. Уява килнĕ хăнасем чăтаймарĕç, хăйсем те юрăсем шăрантарчĕç.

А.А.Петрова, ĕмĕрĕпех шкулта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнăскер, пухăннисен кăмăлне «Улма-çырла» юрăпа çĕклерĕ.

Ташăсем те пулчĕç уявра. Т.Мукшина, Т.Сорокина, Д.Петрова, А.Сорокина, В.Ксенофонтова испани, вырăс тата ытти халăх ташшисемпе савăнтарчĕç. Уйрăмах 3-мĕш класра вĕренекенсем чăваш халăх юрри юрласа вăйă карти туни уяв концертне илем кÿчĕ.

Саккăрмĕшсем те класĕпех ватăсене хисеп тума хапăл турĕç. Малтан А.Краснова А.Воробьевăн «Ăçта каян;» сăввине вуларĕ. Унтан пурте пĕрле «Тăванлăх» юррине шăрантарчĕç. Уяв вĕçĕнче ачасем хăнасене чĕрĕ чечексем парнелерĕç.

Кăмăллă калаçу малалла сĕтел хушшинче тăсăлчĕ. Хăйсен ĕçне юратса, чунтан парăнса çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тунă ветерансем паян та унчченхи пултарулăхне çухатман. Епле çыхăнуллă сăмахсем калама пĕлеççĕ вĕсем! Сăвăсем те çыраççĕ, юрă та кĕвĕлеççĕ. В.И.Васильева, Н.Я.Зайцева хăйсем хайланă юррисемпе пурин чĕрисене те хускатрĕç.

А.И.Ласточкина вара К. Кулиевăн сăввине пĕр такăнмасăр, чуна пырса тивмелле вуласа пачĕ.

Çак уявпа пурте кăмăллă пулни палăрчĕ. Хăйсене çакăн пек хисеп тунăшăн вĕсем чунтан тав турĕç.

Пирĕн ĕç ветеранĕсем чăннипех те хисепе тивĕç. Эпир вĕсене чи илемлĕ сăмахсемпе чĕререн сума суса ырлăх-сывлăх, телей сунатпăр. Пурăнсамăр ĕмĕр савăнса!

Н.БЕЗРУКИНА, Л.ВЛАДИМИРОВА.



"Каçал Ен"
05 октября 2013
12:46
Поделиться