Комсомольский муниципальный округ

Яваплăхпа тăрăшулăх малти вырăнта пулччăр

Октябрĕн 10-мĕшĕнче РФ Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕнче 2013 çулхи январь — сентябрь уйăхĕсенчи ĕçсене пĕтĕмлетрĕç. Канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕ М.Р.Афанасьев, ЧР Шалти ĕçсен министерствин полици начальникĕн çумĕ И.Ю.Соловьев, район прокурорĕ В.Г.Николаев хутшăнчĕç.

Кун йĕркинчи ыйтусемпе РФ Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн начальникĕ Г.Н.Кокшин, икĕ районти полици начальникĕсем С.А. Кокоревпа (начальник ĕçне тăваканĕ) В.Н.Волков, следстви пайĕн начальникĕ Р.С.Зайнуллин тата ытти тытăмсен ертÿçисем сăмах илчĕç, йĕрке хурал-çисен иртнĕ 9 уйăхри ĕçĕпе паллаштарчĕç. Çулталăк пуçланнăранпа 284 преступление регистрациленĕ, ку иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 26,8 процент ытларах. Вĕсенчен 268-шне уçса панă. Комсомольски район территорийĕнче 212 преступлени тунă, пĕлтĕр çак тапхăрта — 130. Елчĕк районĕнче вара усал ĕçсен хисепĕ 2012 çулхи асăннă вăхăтринчен 22 тĕслĕх сахалрах. Преступленисенчен ытларахăшĕ ют пурлăха вăрланипе çыхăннă. Йăлари харкашусен, çапăçусен шучĕ чакнине палăртаççĕ. Уйрăмах йывăр преступленисен шучĕ çав шайрах юлнă, йывăр тата вăтам йывăррисен вара — ÿснĕ.

Çак тапхăрта район территорийĕнче преступленисен хăш-пĕр тĕсĕсене тăвасси чакнă пулсан, теприсем нумайланнă. Акă, экономикăри преступленисен хисепĕ икĕ хут ытларах ÿснĕ, нумайăшне тĕпчесе суда янă. Иртнĕ çулсенче тунă 5 преступление кăçал уçса панă. Çул çитменнисем те шуçлак çул çине тăраççĕ, çавăнпах 36-шĕ учетра тăрать.

Çак сферăри кăтартусене татах та нумай илсе кăтартма пулать. Вулакансене вĕсемпе ывăнтарассăм килмест. Çакна каласа хăварас килет: йĕрке хуралçисем хăйсен тивĕçĕсене туллин пурнăçлама тăрăшаççĕ. Районта пурăнакансен пурнăçĕ, сывлăхĕ, пурлăхĕ çине тапăннă кашни тĕслĕхпе, обществăлла йĕркелĕхе пăснă фактсемпе, патшалăх пурлăхне хирĕçле тунă преступленисене уçса парассипе тăрăшса вăй хураççĕ. Çав вăхăтрах пирĕн те сыхă пулмаллине, хамăр сывлăхшăн, пурлăхшăн хамăр яваплине манма юрамасть. «Турра шан та, хăв та тимлĕхе ан çухат» тесе ахальтен каламаççĕ-çке. Паллах, пакунлисен ĕçĕнче çитменлĕхсем те çук мар, çакăн çинчен ЧР Шалти ĕçсен министерствин представителĕ, шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ уççăнах каларĕç, ĕç-хĕле аванлатас енĕпе мĕнле утăмсем тумаллине пĕрле сÿтсе яврĕç. Сотрудниксен ĕç дисциплинине çирĕплетмеллине, квалификаци шайне ÿстермеллине те палăртрĕç. Çакăн валли йĕрке хуралçисен пĕтĕм услови пур: паянхи пурнăç ыйтăвне тивĕçтерекен техника хатĕрĕсем те, аслă пĕлÿ те, тивĕçлĕ шалу та. Ĕçри яваплăхпа тăрăшулăх, çаврăнăçулăх, халăх хушшинче çĕнсе илнĕ чыспа хисеп вара халиччен нихăçан та ытлашши пулман.

Л.ШУРЯШКИНА.



"Каçал Ен"
12 октября 2013
09:35
Поделиться