Пултаруллă журналист, продюсер
«Ах, чĕре, чĕрем,
Вут пек ма хĕрен?
Юратма кăна
Тунă-ши сана?» — шăрантарать çеç юрра Алексей Шадриков, Елчĕк районĕн йĕкĕчĕ. Пытармастăп, мана та питĕ килĕшет çак юрă, апла пулин те халиччен юрă сăмахĕ камăн пулнипе кăсăкланман.
«Сăввисем Владимир Рыбкинăн», — тесе юлашки вăхăтра конферансьесем чылай юрăçăн концертĕнче пĕлтереççĕ. МР-3 дисксен хыçри хуплашкисенче те (юрăсен ячĕсене тата вĕсен авторĕсене, юрлаканĕсене çырнинче) тăтăшах Вăрăм Палюк текен ята тĕл пулатăн. Çакна каласа хăварас килет, ку «Тантăш» хаçата юратса вулакансене пырса тивет. Чăваш ачисемпе çамрăксен хаçатĕнчи çамрăксен кăларăмĕнче Владимир Рыбкинăн сăввисен вăтăр виçĕ кĕнеки кун çути курнă, малашне те пичетленессе шансах тăратăп.
Владимир Рыбкин (Вăрăм Палюк) Патăрьел районĕнчи Кивĕ Ахпÿрт ялĕнче çуралса ÿснĕ, журналист профессине алла илнĕ. Паянхи куна илес пулсассăн, Владимир Николаевич — «Время» хаçатăн тĕп редакторĕ. Анчах та вăхăтĕнче çак пултаруллă сăвăç Каçалсемшĕн те ют пулман: 1982 —1984 çулсенче «Октябрь ялавĕ» (халĕ «Каçал ен») хаçатра ĕçленĕ, районти радиовещание ертсе пынă. Сăмах май каласан, çамрăк Володя Каçалти халăх театрĕн артисчĕ те пулнă (режиссерĕ — Валентина Краснова, 1983 çул). Чăваш эстрадипе тачă çыхăну тытнă май сăвăç хăйĕн ушкăнне йĕркелерĕ. Ăнланмалла ĕнтĕ, çак ушкăн хăйсен ертÿçин сăмахĕсене тĕпе хурса кĕвĕленĕ хитсене çеç шăрантарать. Сăвăçĕ пĕрре те, композиторĕсем вара тĕрлĕрен: Юрий Кудаков, Вячеслав Александров, Елена Смородинова тата ытти те. Ушкăн «Юрлакан чĕресем» ятлă.
«Юрлакан чĕресем» ушкăн пилĕк юрăçран тăрать, пурте çамрăк, вĕсенчен виççĕшĕ халĕ те студент. Апла пулин те Катя Семенова, сăмахран, «Кĕмĕл сасă» фестивалĕн лауреачĕ. Вика Павлова, ушкăн юрăçи, Каçал тăрăхĕнчи Тăманлă Выçлире çуралса ÿснĕ.
Тен, юрăçи Каçал тăрăхĕнчен тухнăран-и е сăвăç вăхăтĕнче кунта вăй хурса тăрăшнăран-ши, хăйĕн тăван ялĕнче пуçласа шоу-концерт ирттернĕ хыççăн, Каçал тăрăхне суйласа илнĕ;
Çак шоу-концерт юпа уйăхĕн 24-мĕшĕнче районти культура çуртĕнче иртĕ.
А.ДЕНИСОВА.