Комсомольский муниципальный округ

Ачасемшĕн ашшĕ-амăшĕ яваплă

Юлашки çулсенче ача-пăчана, çамрăксене ырă мар йăларан пăрас тесе сахал мар ĕçлеççĕ. Акă, тĕслĕхрен, районти стадионпа «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕ мĕне тăраççĕ? Унта кунсерен вĕренекенсем волейбол, баскетбол тата ытти вăйăсене выляса, шывра ишсе организмне пиçĕхтерме пултараççĕ. Çуллахи каникулсенче вара чылай ача ĕçпе кану лагерĕсенче сывлăха çирĕплетет.

Çакна яланах асра тытмалла: вĕренÿ тытăмĕнче тата шалти ĕçсен органĕсенче тимлекенсем епле тăрăшсан та — ачасемшĕн ашшĕ-амăшĕ яланах тĕслĕх пулнă, пулаççĕ те. Апла пулсан вĕсемшĕн явапли те хамăрах.

Çак кунсенче Раççейри ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕнче çул çитмен ачасемпе ĕçлекен Екатерина Кондратьевăпа курса калаçрăм. Çамрăк специалист кунта пĕрремĕш çул тимлет пулсан та, çанă тавăрса ĕçлени куç кĕретех.

— Акă, пĕр çемьере пултăмăр. Ача шкулта начар вĕреннипе вĕрентекенпе унăн пурăнмалли условийĕсене тĕрĕслеме васкарăмăр. Эпир пынă вăхăтра амăшĕ «хĕрнĕччĕ», упăшкине ытти региона ĕçлеме кăларса янине кÿршĕ хĕрарăмĕпе «çунă» иккен. Уявланин паллисем — пушă эрех кĕленчипе çăкăр татăкĕн хыттисем те — сĕтел çинчех. Паллах, ачан кунта вĕренмелли нимле услови те çук. Амăшĕ çине вара эпир РФ Административлă кодексĕн 5.35 статйипе (ашшĕ-амăшĕн тивĕçĕсене кирлĕ пек пурнăçламаншăн) протокол çырса район администрацийĕнчи çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комиссие ярса патăмăр, — терĕ полици ĕçченĕ ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарса.

Октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне районти шалти ĕçсен пайĕнче çул çитмен 18 ача учетра тăнă, вĕсенчен 5-шĕ — 14 çула çитменскерсем. Пĕлтĕр çак тапхăрта пакунлисем çул çитмен 28 ачана учета тăратнă, вĕсенчен 14 çул тултарманнисем — 9-ăн. Кăçалхи январь—сентябрь уйăхĕсенче полици сотрудникĕсем çул çитмен ачасем çине административлă 9 протокол çырнă: общество вырăнĕсенче ÿсĕрле курăннăшăн —7, эрех-сăра ĕçнĕшĕн — 1, ытти правонарушенишĕн —1 (пĕлтĕрхи кăтарту — 60 протокол). Тата ытти профилактика мероприятийĕсем те ирттереççĕ полици сотрудникĕсем. Акă, кăçал 9 уйăхра вĕсем вĕренÿ учрежденийĕсенче ачасемпе тата ашшĕ-амăшĕсемпе тĕл пулса 5 калаçу тата лекци ирттернĕ.

Шалти ĕçсен пайĕн ытти подразделенийĕсен сотрудникĕсемпе пĕрле каçхи рейдсене те хутшăнать Екатерина Ильинична.

— Чăваш Республикин саккунĕпе килĕшÿллĕн каçхине 10 сехет иртсен çул çитмен ачасен урама тухма юрамасть. Апла пулин те хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ çакăн çине çиелтен пăхать. Ачан тавра курăмĕпе, кампа туслă пулнипе те кăсăкланмасть. Ашшĕ-амăшне çакна каласа асăрхаттарасшăн: чавсăр çывăх та — çыртаймăр, лаша пуласси тихаран паллă. Ачасемшĕн ашшĕ-амăшĕ яваплă пулнине пĕр минута та манас марччĕ, — терĕ полици ĕçченĕ.

М.АЛЕКСЕЕВА.



"Каçал Ен"
26 октября 2013
10:13
Поделиться