Комсомольский муниципальный округ

Диспансеризаци пырать

Чăваш Республикинче тĕрлĕ ÿсĕмри çынсем диспансеризаци витĕр тухаççĕ, сывлăхне тĕплĕн тĕрĕслеççĕ.

Октябрĕн 17-мĕшĕ тĕлне республикăра медицина тĕрĕслевĕ витĕр 174515 çын тухнă, вĕсенчен 170485-шĕ — тĕрлĕ ĕçре тăрăшакансем.

Диспансеризаци вăхăтĕнче 4908 çыннăн вăраха кайнă чирне тупса палăртнă. Çынсен 21,2 проценчĕ — сывлăхĕпе пĕрремĕш ушкăнра, иккĕмĕ-шĕнче — 24,2 процент, виççĕмĕшĕнче — 54,6 процент.

Паянхи куна 96 пине яхăн çыннăн вăраха каякан чир аталанма пултаракан сăлтав пур. Диспансеризаци витĕр тухнă çынсен çуррине хушма тĕрĕслев кирлĕ, вĕсен сывлăх учрежденийĕсенче тăтăшах тĕрĕсленсе тăмалла.

Раççейпе илес пулсассăн, уйрăмах Чăваш Енре, Иваново, Пенза облаçĕсенче, Мордва Республикинче пурăнакансем диспансеризаци урлă йышлăн тухнă. Чăваш Республикинче вара Улатăр, Çĕнĕ Шупашкар, Шупашкар хулисенче, Патăрьел, Хĕрлĕ Чутай, Шăмăршă районĕсенче пурăнакансем çак ĕçре уйрăмах хастар, вĕсем сывлăхне тĕрĕслеттернĕ.



"Каçал Ен"
30 октября 2013
16:52
Поделиться