Халăх пуласлăхĕшĕн кĕрешнисен ячĕсем – вилĕмсĕр
1941—1945 çулсенчи Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пирĕн асран нихăçан та тухас çук. Çакна пире ял-хулари асăну палăкĕсем, илемлĕ литература хайлавĕсем, фронтовиксен çемьери е музейри сăн ÿкерчĕкĕсемпе вĕсен сарăхнă çырă-вĕсем аса илтерсех тăраççĕ. Вăрçă терчĕпе нушине курман, тÿсмен çемье юлман та пулĕ. Чылайăшĕ вăрçă хирĕнчен тăван ене таврăнайман та.
Нумай салтак шăпи архивсене пула çеç уçăмланать. Ÿркенмесен çухалнă нумай салтака шыраса тупма май пур. Акă, нумаях пулмасть хамăр район çыннисем пирки информаци тупрăм. Эткер ялĕнчи Александр Васильевич Галкин, Аслă Çĕрпÿелĕнчи Сергей Яковлевич Чернов, Янкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ Сергей Спиридонович Спиридонов 1942 çулхи декабрĕн 15-мĕшĕнче вăрçă хирне тухса каяççĕ. Виççĕшĕ те 370-мĕш стрелковăй дивизире çапăçнă. 1943 çулхи декабрĕн 19-мĕшĕнче хаяр çапăçура виçĕ каччă пурнăçĕ татăлать. Вĕсене Калинин облаçĕнчи Невельски районĕнчи Гатчина ялĕнчи тăванла масара пытарнă. Вĕсем вăрçăра çапăçса вилни çинчен тăванĕсене хут ярса пĕлтернĕ. Каярах вара çак виçĕ паттăр чăваш салтакне Псков облаçĕнчи Невельски районĕнчи Черниково ялĕнчи тăванла масара çĕнĕрен чавса чикнĕ.
П.ЗАЙЦЕВ.