Пулăшу шайĕ ÿсет
Чăваш Енре чи кирлĕ 32 патшалăх тата муниципаллă пулăшăва 5 тапхăр çине куçарнă. Çак пулăшусене кÿнĕ чухне нимĕнле хут та кирлĕ мар, ыйтăва пĕтĕмпех электрон мелпе тивĕçтермелле.
Сăмахран, килтенех Пĕрлехи патшалăх пулăшăвĕн порталĕ урлă ашшĕ-амăшĕсем ачисене Шупашкар хулинчи ача садне яма черете тăма пултараççĕ. Чи малтанах ашшĕ-амăшĕсен сайтра регистрациленмелле, код илмелле. Унтан харпăр-хăй пÿлĕмĕнче заявлени çырмалла, кирлĕ документсене (ача çуралнине ĕнентерекен хут, ашшĕ е амăшĕн паспорчĕ) сканерпа хатĕрлесе ямалла. Ун хыççăн эсир палăртнă электрон почта çине ача черетре миçемĕш пулнине пĕлтерсе SMS килет.
Палăртмалла, Чăваш Енре пурăнакансем Пĕрлехи патшалăх пулăшăвĕн порталĕ урлă электрон мелпе регионти, патшалăх тата муниципаллă шайри 69 пулăшупа усă курма пултараççĕ.