Вулакансемпе «Хĕрÿ лини» йĕркеленĕ
Перекет банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕ «Советская Чувашия» хаçат ипотека тата потребитель кредичĕсем пирки йĕркеленĕ «Хĕрÿ линие» хутшăннă. Çак тÿрĕ калаçу вăхăтĕнче редакцие 20 ытла ыйту килнĕ. Хаçат вулаканĕсене пур кредита рефинансировани тумалли йĕрке, çĕнĕ кредитсен ставки тата вĕсене тÿлесе татмалли вăхăт уйрăмах кăсăклантарнă. Вăхăтра тÿлейменнипе пулса кайнă парăма реструктуризацилесси те — граждансемшĕн çивĕч ыйту.
Перекет банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕн çумĕ Артем Пищик клиентсемпе тÿртен калаçни, вĕсене илтни тата панă çивĕч ыйтусене çийĕнчех хуравлани, татса пани банкшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă. «Çакнашкал экспериментсене малашне тăтăшрах ирттерме тăрăшăпăр, пире ку хамăрăн пулăшусен пахалăхĕ пирки халăх шухăшне пĕлме май парать», — тенĕ тĕп спикер.
Перекет банкĕн пресс-служби.