Комсомольский муниципальный округ

Вести Чăваш ен. Вечерний выпуск 13.11.2013

Каçалсем ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсен кунне паллă турĕç

Комсомольскисем ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсен кунне кăшт каярах паллă турĕç. Çакă начар çанталăка пула кĕрхи ĕçсене вăхăтра вĕçлейменнипе çыхăннă. Ял çыннисене уявпа Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ, çирĕплĕхпе тỹсĕмлĕхĕшĕн тав турĕ. Ял хуçалăхĕнче туса илекен апат-çимĕç куравĕ тăрăх хаклас пулсан, Каçал тăрăхĕ тыр-пултан та, сĕт-турăхран та, аш-какайран та пуян теме пулать. Анчах кăçал ку тăрăхра ĕçлекенсене питĕ йывăр килнĕ. Çулла чылай вăхăт çумăр çуманни тата кĕр çумăрлă килни тыр-пул тухăçне самай чакарнă. Мăйракаллă шултра выльăх сахалланнăран вырăнти сĕт-çу завочĕ кирлĕ чухлĕ чĕр тавар пухаймасть. Çавăнпа продукци те сахалрах кăларма пуçланă. Тырă туса илесси пĕлтĕрхи кăтартуран чакнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев палăртнă тăрăх, кĕлете 23 пин тонна яхăн тĕш тырă кĕртнĕ. Ку, иртнĕ çулхипе танлаштарсан, 4 пин тонна сахалрах. Çĕр улми те 17 пин тонна сахалрах пулнă. Чăнах та, хăнăхнă йăлапа çынсем ниме пăхмасăр хăйсен тивĕçне пурнăçлама тăрăшнă. Уйрăмах хастарлăхпа, маттурлăхпа палăрнисене уявра Хисеп хучĕсемпе тата хаклă парнесемпе чысларĕç. Михаил Игнатьев ял хуçалăхне аталантарма кăçал патшалăх 2 миллиард ытла тенкĕ уйăрнине пĕлтерчĕ. Çĕнĕ çулччен хуçалăхсене тата 100 миллион тенкĕ çитмелле. Çакă выльăх-чĕрлĕх, вăрлăх туянма çăмăллăх кỹрĕ.

Леонид Петров, Виктор Степанов



13 ноября 2013
18:17
Поделиться
;