Пĕр-пĕрне хисеплĕр
Ноябрĕн 16-мĕшĕнче Толерантлăх кунне уявлаççĕ. Ăна 1995 çулта ЮНЕСКО сĕннипе, чăтăмлăх принципĕн декларацине йышăнсан, паллă тума пуçланă. Çак деклараципе килĕшÿллĕн çĕр çинче пурăнакан кашни çын тĕрлĕ кăмăллă, шухăшлă пулин те, вĕсем пĕр тан праваллă.
Çавна май чăтăмлă пулни пĕр-пĕрне хисепленипе, тĕрĕс утăм тунипе, шухăш-кăмăла пĕлтернипе, ыттисен шухăшне хаклама пултарнипе тÿрремĕн çыхăннă.
Толерантлăх тени темиçе шухăша пĕрлештерсе тăрать. Чи малтанах хăвна, çынсене, тĕнчене хаклама пĕлмелле, калаçма пултармалла. Çакна пĕтĕмпех ырă кăмăлпа, хисеплесе, юратса пурнăçламалла. Çакăн çине уйрăмах аслисен пысăк тимлĕх уйăрмалла: вĕсен хăйсемшĕн çеç мар, ачисемшĕн те яваплă пулмалла. Шăпах çитĕнекен ăрăва ырра вĕрентсе ÿстермелле, аслисене хисеплеме вĕрентмелле. Аслисен, ашшĕ-амăшĕсен ачасемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче пулмалла. Вĕсене тивĕçлĕ воспитани парса ÿстермелле, пĕрле ĕçе явăçтармалла. Ун чухне çеç ача тавралăха, лару-тăрăва кирлĕ пек хаклама, çынсене хисеплеме вĕренсе ÿсĕ.
Н.ЛЬВОВА.