Комсомольский муниципальный округ

Шăнкăравласа пĕлтерĕр

Республикăра ноябрĕн 18—29-мĕшĕсенче пĕтĕм Раççейри наркотике хирĕçле «Вилĕме ăçта сутнине пĕлтер» акци йĕркелеççĕ. Унăн тĕллевĕ — халăха наркоманипе тата çакăнпа çыхăннă преступленисем тĕлĕшпе тимлĕрех пулмаллине асăрхаттарасси.

ФСКНан Чăваш Енри управленийĕ регионта пурăнакансене ку инкекрен пăрăнса иртмесĕр наркотикпе саккуна пăсса усă курнă тата ăна сутнă-туяннă тĕслĕхсем пирки шанăç телефонĕпе — 8(8352)23-01-00 е 02 — шăнкăравласа пĕлтерме ыйтать.

Çав тапхăрта районта та акципе килĕшÿллĕн тĕрлĕ рейдсем иртĕç.



"Каçал Ен"
16 ноября 2013
13:25
Поделиться