Вăхăтра налук тÿлекенсен йышĕ ÿстĕр
Налук службин сотрудникĕсем çĕр-шывăн финанс тăнăçлăхне, экономика аталанăвне тата халăх ырлăхне тивĕçтерессипе çыхăннă тĕллевсене пурнăçлассине курăмлă тÿпе хываççĕ. Уяв умĕн районсем хушшинчи 2-мĕш №-лĕ налук службин инспекцийĕн начальникĕпе Вячеслав Александрович Антоновпа курса калаçрăм, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрăм.
— Бюджета хывнă налуксен виçи ÿсни социаллă пĕлтерĕшлĕ тÿлевсем валли, çав шутра бюджет сферин ĕçченĕсен шалăвне пысăклатма, граждансен çăмăллăхлă категорийĕсене ЖКХри пулăшу ĕçĕсемшĕн субсиди пама, ытти ĕçе те пурнăçлама ытларах укçа-тенкĕ уйăрмашкăн май парать. Акă, палăртма та кăмăллă: кăçалхи 10 уйăхра пирĕн ĕçченсем налуксем, пуçтарусем патшалăх хыснине (Шăмăршă, Патăрьел, Елчĕк тата Комсомольски — тăватă районпа) пурĕ 410059 пин тенкĕ шыраса илсе янă. Ку вăл пĕлтĕрхипе танлаштарсан 105,7 процент е 22254 пин тенкĕ ытларах. Вĕсенчен вырăнти бюджета 244648 пин тенкĕ куçарнă (112,1 процент е 26383 пин тенкĕ ытларах).
Комсомольски районĕпе пайăррăн илес пулсассăн, кунта мĕн пур шайри бюджетсене 130561 пин тенкĕ хывнă. Иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан — 119,8 процент (е 21617 пин тенкĕ ытларах). Вырăнти (районти) бюджета налукçăсем тăрăшнипе 77664 пин тенкĕ кĕнĕ (2012 çултипе танлаштарсан — 122,2 процент е 14090 пин тенкĕ пысăкрах), — терĕ Вячеслав Александрович, цифрăсемпе паллаштарса.
Комсомольскисен чăннипех те мухтанмалли пур. Вĕсен ĕçĕн тĕп кăтартăвĕсенчен пĕри — бюджет тупăшĕсем пысăкланни. Инспекци начальникĕ палăртнă тăрăх, пирĕн районта налуксемпе пуçтарусем шыраса илесси çулсерен 20-шер процент ÿссе пырать. Кунта, паллах, уйрăм предпринимательсем, организацисемпе предприятисем витĕм кÿреççĕ.
— Çулран-çул асăрхаттармасăрах вăхăтра налуксемпе пуçтарусем тÿлекенсене ятранах калас килет. Вĕсем: уйрăм предпринимательсем Вадим Сергеевич Агамирян, Надежда Петровна Козлова. Çавăн пекех «Кооператор» ПК ОООн, «Урожайпа» «Искра» колхозсен, «Рассвет», «Асаново» ЯХПКсен, «НУР» ЯХППК, «Слава картофелю» агрофирма ертÿçисене те лайăх енчен палăртатпăр, — терĕ вăл.
Налукçăсем 2013 çулта кăна камераллă майпа тухса тĕрĕслесе пытарма хăтланнă 49988 пин тенке яхăн налуксемпе сборсенчен 42400 пин тенкĕ шыраса илнĕ (84,9 процент). Ытти суммăсемпе суд йышăну та кăларнă, суд приставĕсен ĕçченĕсем исполнительлĕ ĕçсем пуçарса тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ.
Уяв умĕн алă пуснă приказпа та паллаштарчĕ налук инспекцийĕн ертÿçи. Ĕçри тăрăшулăхшăн, патшалăх умĕнче тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн Владимир Васильевич Осипова, Валерий Вадимович Лисицына, Татьяна Игнатьевна Кузьминана, Вера Васильевна Лукияновăна, Татьяна Сергеевна Чапрасовăна, Алевтина Геннадьевна Николаевăна Хисеп грамотисемпе чысланă.
Çавăн пекех В.А.Антонов инспекцин спорт пурнăçне те çутатрĕ. Иртнĕ кунсенче кăна тĕп хуламăрта вĕсем спартакиадăна хутшăннă, вĕрен туртассипе республикăра пĕрремĕш вырăна çĕнсе илнĕ. Сăмах май, налукçăсем тăтăшах спартакиадăра малти вырăнсене йышăнаççĕ. Инспекци чысне çуран тата йĕлтĕрпе чупса районта, зонăра Ольга Ефремовăпа Михаил Иванов инспекторсем çÿлти шайра хÿтĕлеççĕ.
Ертÿçĕ ĕçре те малти ретре, килĕнче те маттур Надежда Георгиевна Поликарпова çинчен каларĕ. «Тĕлĕнмелле ылтăн алăллă хĕрарăм вăл», — терĕ В.Антонов.
Налук органĕсен ĕçченĕсене уяв ячĕпе саламлатпăр, ăнăçу, телей сунатпăр, тÿрĕ кăмăлпа налук тÿлекенсен шучĕ çулран-çул йышланасса шанатпăр.
Районсем хушшинчи 2-мĕш №-лĕ налук службин инспекцийĕнче тăрăшакансем январь—октябрь уйăхĕсенче 1635 пин тенкĕ ял хуçалăх налукĕ шыраса илсе бюджета янă. Çĕр налукĕ — 304 пин тенкĕ.
Федерацин налук службин республикăри управленийĕ пĕтĕмлетнĕ тăрăх, кăçалхи кăрлач-юпа уйăхĕсенче мĕн пур шайри бюджетсене 28,4 млрд тенкĕ налук кĕнĕ, ку иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 5,6 процент нумайрах.
Федераци бюджетне 9,2 млрд тенкĕ налук хывнă — пĕлтĕрхи вунă уйăхринчен 2,1 процент пысăкрах. Республика бюджечĕн налук тупăшĕ 14,6 млрд тенкĕпе танлашнă, ÿсĕм — 7, 2 процент.
Вырăнсенчи бюджетсене налуксемпе 4,6 млрд тенкĕлĕх тивĕçтернĕ. Ку виçе 108,3 процент пысăкланнă.
М.ИЛЛАРИОНОВА.