Комсомольский муниципальный округ

Хÿтлĕхри ача телейлĕ

Çĕр çинче аннерен хаклă çын пур-ши; Çук! Вăл - чи çывăх çыннăмăр. Йывăр вăхăтра пире пулăшать, ачашшăн лăпкать, çупăрлать, ăс парса ырра вĕрентет. Ачисене чипер çын тăвассишĕн ырми-канми тăрăшать. Анчах та тĕрлĕ сăлтава пула ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă пепкесем те сахал мар. Те чунĕсем кăра пулнăран, пурнăç йывăртан-ши, амăшĕсем тăван ачисене пăрахса хăварнă тĕслĕхсем сахал мар. Унпа пĕрлех тĕрлĕ сăлтава пула тăлăха юлнисем те пур пирĕн хушăра. Çак ачасен пурнăçĕ интернатсенче иртет. Пысăк çемьере çитĕнеççĕ вĕсем, кунта аттепе анне çук. Пĕрре телейне çухатса тăлăха тăрса юлнăскерсене хăйсен хÿттине илсе, пурнăç çулĕпе тĕрĕс утма вĕрентекенсем вара — пысăк чун-чĕреллĕ çынсем. Шăпах Анне кунĕ умĕн маттур та ырă кăмăллă, йывăрлăхран хăраман амăшĕсене, асламăшĕсене, кукамăшĕсене хÿтлĕхе илнĕ ачисемпе савăнăçлă уява пухрĕç. Уява район администрацийĕн опекăпа пепечительство секторĕн заведующийĕ Татьяна Галзанова уçрĕ. — Шăпах эсир ачасене телейлĕ пурнăç парнелекенĕсем. Ачасене кирлĕ воспитани парса ÿстересси, тĕрĕс çулпа утма вĕрентесси — яваплă та пысăк пулăм. Эсир пурнăç çулĕпе çирĕп утăмпа утакан çынсем. Сирĕн тивлетĕрпе ачасем тулли çемьесенче çитĕнеççĕ, çакă — чи кирли. Ăнăçу та телей сире, — терĕ саламласа Татьяна Николаевна. Район пуçлăхĕ Е.Карпеев ăшшăн саламласа çапла каларĕ: «Ачасем туслă çемьере çитĕнни куç умĕнче. Вĕсем хавассăн кулни, савăнни çакна çирĕплетет мар-и? Вĕсене ачашлăх, тăнăçлăх парнелекенĕсем вара аннесемпе асаннесем, кукамайсем». Маттур аннесене, хăйсен хÿтлĕхне 3 ача илме пултарнăскерсене — Оксана Козинана, Надежда Григорьевăна, Анастасия Сорокинана — Тав хучĕсем парса чысларĕ. Кĕçĕн Каçалта пурăнакан Козинсем çуркунне икĕ хĕрпе пĕр ывăла хăйсен хÿттине илнĕ, пĕр тăвансене уйăрас темен вĕсем. Сорокинсем те кашни ача çемьере çитĕнмеллине ăша хывса виçĕ ачана усрава илнĕ. Григорьевсем хăйсен ачисене çитĕнтернисĕр пуçне тата виçĕ пĕр тăвана тĕрĕс воспитани парса ÿстерме тĕллев лартнă. Кун пек тĕслĕх нумай, çырса та пĕтереймĕн. Кашни ача çемьере çитĕнтĕр тесе тăрăшакансем вара чăннипех те пысăк чĕреллĕ. Ачасен прависене хÿтĕлекен районти уполномоченнăй В.Гаврилов, социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ И.Никитина пухăннисене саламларĕç. Уявра ачасем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç: юрларĕç, ташларĕç, сăвăсем каларĕç. Савăк юрă шăрантарнă чухне залра ларакансем куççулленмесĕр чăтаймарĕç. Сюмбель Тагирова хăйĕн юррине кукамăшĕпе асламăшне халалларĕ. Сюмбель пĕчĕклех çывăх çыннисемсĕр тăрса юлнă. Халĕ вăл асламăшĕпе пурăнать. Ватă çынсен телейĕпе шанăçĕ çак тĕпренчĕкре. Аслисемпе ачасем нумай-нумай конкурса хутшăнчĕç, вăр-вар та маттуррисем çĕнтерчĕç. З.Низамова, И.Николаева амăшĕсене те тĕрлĕ енлĕн тĕрĕслерĕç. Уява çÿллĕ шайра йĕркелеме пулăшнă спонсорсене асăнса хăварар. Вĕсем — Надежда Кокшина, Мария Смирнова уйрăм предпринимательсем, Светлана Владимирова опекун, райпо председателĕ Е.Карпеев, «Единая Россия» партин районти уйрăмĕ. Шăпах вĕсем пулăшнипе парнесемпе чечек çыххисем туяннă, «Сеньора» пиццерире пĕрле пухăнса чей ĕçнĕ. А.ЕФРЕМОВА.



"Каçал Ен"
23 ноября 2013
11:35
Поделиться