Комсомольский муниципальный округ

Вăрман ешертĕр ĕмĕрех

Вĕренекенсен тавра курăмне аталантарас, вĕсене çĕннине пĕлме пулăшас тĕллевпе шкулта нумай-нумай мероприяти йĕркелетпĕр. Унсăр пуçне тĕрлĕ çул çÿреве тухса çÿреме те хавас ачасем. Акă, нумаях пулмасть Хырай Ĕнел вăтам шкулĕн 8—9-мĕш класĕсенче пĕлÿ пухакансем Шăмăршă районĕнче вырнаçнă «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕнче пулса курчĕç. Кунта паллашмалли чăннипех те нумай. Чи малтанах эпир наци паркĕн лесничествин музейĕнче пултăмăр, историпе тĕплĕн палашрăмăр. Чăваш наци паркĕнче уçăлса çÿрени, хитре вырăнсем ачасен кăмăлне кайрĕç. 3 километра яхăн тăсăлакан сукмакпа шăкăл-шăкăл калаçса çеç утрăмăр. Чи кăсăкли вара Тухатмăш çурчĕ патне çитсе курни пулчĕ пулас. Çул çÿрев вăхăтĕнче Абашбза юхан шыв хĕрринчи уçланкăра канма ларса чей ĕçрĕмĕр. Мĕн чухлĕ савăнăç, хавхалану парнелерĕ пире çул çÿрев. Вăрман — чи пысăк пуянлăх. Ăна упрамалла, тасатмалла, çĕнĕрен те çĕнĕ хунавсем лартмалла. Ĕмĕрех ешертĕр чăваш вăрманĕ. Л.МАРТЫНОВА.



"Каçал Ен"
23 ноября 2013
11:43
Поделиться