Конкурс иртрĕ
Ноябрĕн 21-мĕшĕнче районти культурăпа кану центрĕнче «Ачасен сывлăхĕшĕн тата хăрушсăрлăхĕшĕн», «Ачасем тата çемье» акципе килĕшÿллĕн «Пирĕнпе пурăн» конкурс ирттерчĕç. Унăн тĕп тĕллевĕ — сывă пурнăç йĕркине пропагандăласси тата ăна тытса пырассине анлă сарасси.
Конкурса районти 12 шкултан 120 ытла вĕренекен хутшăнса ăсталăхне кăтартрĕ. Конкурсăн йĕркелÿ комитечĕн председателĕ Руслан Николаев ачасем мероприятие тĕплĕн хатĕрленнине палăртрĕ. «Чи кирли вăл — сывлăха çамрăкран упрасси», — терĕ Руслан Николаевич ăна пĕтĕмлетсе.
Тупăшура Нĕркеç вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем чи ăстисем пулчĕç, пĕрремĕш вырăна çĕнсе илчĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче пĕлÿ пухакансемпе Хирти Мăнтăрсем тухрĕç.