Штрафсем ÿснĕ
Ноябрĕн 14-мĕшĕнче «РФ Административлă кодексĕн 19.22 статйине улшăнусем кĕртесси» 305 №-лĕ федераци саккунĕ вăя кĕнĕ. Унпа килĕшÿллĕн пур транспорт хатĕрĕн хуçисене (шыв çинчи транспортсăр пуçне) патшалăх регистрацийĕ пулмасассăн административлă йĕркепе айăплаççĕ. Ăна пăхăнмасан граждансен 1500—2000 тенкĕ штраф тÿлемелле, маларах 100 тенкĕ пулнă.
Должноçри çынсем саккун вăя кĕриччен 100—300 тенкĕ тÿленĕ пулсассăн, паян 2000 — 3500 тенкĕлĕх тăкакланмалла. Юридици сăпатĕнчисене 5000—10000 тенкĕ таран штрафлаççĕ. Кирлĕ пек регистрацилемен транспорт хатĕрĕпе çула тухсан пĕрремĕш хутĕнче 500—800 тенкĕ тÿлемелле, иккĕмĕшĕнче 5000 тенкĕ таранах штраф параççĕ е 1—3 уйăх таран транспорт хатĕрĕпе çÿреме чараççĕ.
Н.РАЙКОВ.