Комсомольский муниципальный округ

Бюджетри кашни пус шутра

Кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне республика бюджетне 26312,7 млн тенкĕ (çулталăк планĕпе палăртнинчен 74,9 процент) укçа кĕнĕ. Ку вăл 2012 çулти çак тапхăрпа танлаштарсан 5,3 процент ытларах. Республика бюджетне налукçăсем 13817,6 млн тенкĕ (иртнĕ çулти çак тапхăрпа танлаштарсан 7,2 процент ытларах), çав шутра 4195,4 млн тенкĕ налук — уйрăм çынсен тупăшĕнчен. Организацисем тупăшран налук тÿлесси вара иртнĕ çултипе танлаштарсан 0,3 процент чакнă — 3822,5 млн тенкĕ.

Октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне республика бюджетĕнчен 24174,9 млн тенкĕ (планпа çулталăка палăртнинчен 61,5 процент) укçа тăкакланă, çав шутран социаллă политика тытăмне — 5446,8 млн тенкĕ (68,6 процент), вĕренĕве — 6278,7 млн тенкĕ (69,2 процент), сывлăх сыхлавне — 4652,6 млн тенкĕ (71,1 процент), наци экономикине — 4189,6 млн тенкĕ (57,3 процент) укçа куçарнă.

Октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне республика бюджетне 2137,8 млн тенкĕлĕх профицитпа пурнăçланă. Чăваш Республикин патшалăх умĕнчи парăмĕ çулталăк пуçланнăранпа (10208,6 млн тенкĕ) 2675,8 млн тенкĕ ( е 26,2 процент) чакнă, октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 7532,8 млн тенкĕпе танлашнă.

Чăваш Республикин Финанс министерстви.



"Каçал Ен"
30 ноября 2013
10:40
Поделиться