Профилактика комиссийĕн ларăвĕнче
Ноябрĕн 27-мĕшĕнче район администрацийĕн залĕнче право пăснинчен асăрханас енĕпе ĕçлекен районти профилактика комиссийĕн ларăвĕ иртрĕ. Унта хутшăнакансем кун йĕркин пилĕк ыйтăвне пăхса тухрĕç, тĕрлĕ ыйтусене сÿтсе яврĕç.
Ларăва комисси председателĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев уçрĕ. Ун хыççăн кун йĕркин пĕрремĕш ыйтăвĕпе районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕ, полици майорĕ Сергей Прохоров доклад туса пачĕ. Паянхи кун полицире çул çитменнисемпе ĕçлекен подразделенире преступлени тунăшăн 5-ĕн учетра тăраççĕ, пурте — вăрттăн вăрланăшăн (кража). «Вĕсем çумне полицейскисенчен общество воспитателĕсем те çирĕплетрĕмĕр. Киревсĕр ĕçсем тунă ачасемпе тăтăшах профилактика мероприятийĕсем — тĕл пулусем, калаçусем — ирттеретпĕр. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе пурнăç условийĕсем çинчен актсем çыратпăр», — терĕ Сергей Павлович. Сăмах май, преступлени çулĕ çине тăракансенчен чылайăшĕ Комсомольски ял тăрăхĕнче пурăнать.
Малалла район администрацийĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен тата вĕсен прависене хÿтĕлекен комиссин ĕçченĕ Гузель Гадельянова сăмах илчĕ. Комиссинче 12 ача учетра тăрать. Вĕсенчен 6-шĕ — шкулсенче, 3-шĕ професси паракан училищĕсенче вĕренет. 2 ача ниçта та вĕренмест те, ĕçлемест те, пĕри уйрăм предприниматель патĕнче тăрăшать. Гузель Камиловна та общество воспитателĕсен ĕçĕсем çинче чарăнчĕ. «Вĕсем тăтăшах (кварталта 1 хутчен) пире хăйсем ирттернĕ мероприятисемпе паллаштараççĕ. Çул çитмен ачана учетран кăларас тесен чи малтанах общество воспитателĕн шухăшне шута илетпĕр», — терĕ вăл. Ларăвăн кун йĕркин виççĕмĕш ыйтăвне сÿтсе явнă чухне районти ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем самаях хĕрÿ калаçрĕç. Чи малтанах вĕсене çемьере хирĕçекен-харкашакансене мĕнле критерипе учета тăратмалли, хăçан тата епле майпа унтан кăлармалли кăсăклантарчĕ. Паянхи кун районта профилактикăлла учетра ăнăçсăр 29 çемье тăрать. Вĕсенче çул çитмен 73 ача ÿсет. Профилактика субъекчĕсем — опекăпа попечительство, районти социаллă хÿтлĕх, вĕренÿ, сывлăх сыхлавĕн тытăмĕсен, шалти ĕçсен органĕсен тата ытти службăсен ĕçченĕсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ, ăнăçсăр çемьесенче ача-пăчан прависене пăснă тĕслĕхсем тупса палăртса 120-мĕш федераллă саккунпа килĕшÿллĕн мерăсем йышăнаççĕ. Сăмахран, çемьере ачан пурăнмалли условисем пачах та пулмасан Раççей Федерацийĕн Çемье кодексĕн 77 статйипе суда тавăç заявленийĕ тăратаççĕ. Ашшĕ-амăшĕн прависенчен хăтараççĕ. 2013 çулта çул çитмен ачасемпе ĕçлекен тата вĕсен прависене хÿтĕлекен комисси ашшĕ-амăшĕ çине çырнă административлă 28 протокол пăхса тухнă, айăплисене 7 пин ытла тенкĕлĕх штрафланă. Çул çитмен ачасем çине çырнă 28 протоколпа йышăну тунă.
Мероприятин тăваттăмĕш ыйтăвĕпе — республикăри криминаллă лару-тăру çинчен хатĕрленĕ справкăпа — район администрацийĕн пуçлăхĕ паллаштарчĕ. Михаил Романовича пирĕн районта тăвакан преступленисен шучĕ пĕлтĕрхипе танлаштарсан 63 процент ÿсни пăшăрхантарать. Республикипе çак кăтарту 2012 çулхипе танлаштарсан 15 процент чакнă. Саккуна пăсни те пĕлтĕрхинчен ытларах — 1856. Район прокурорĕ Владимир Николаев пур профилактика субъекчĕсен те çанă тавăрса ĕçлемелли çинче чарăнчĕ.
«Преступлени çулĕ çине тăрассинчен хăтăласси вăл чир пекех — ăна сирсе яриччен асăрхаттарма çăмăлрах. Çавăнпа та пурте çакăншăн яваплă. Халăх дружинисем пысăк пулăшу панине те айккине хăвармалла мар. Каçхине вĕсемпе пĕрле рейдсем ирттерессине чĕртмелле», — терĕ Владимир Геннадьевич. Саккунсăр алкоголь çаврăнăшĕн тата фотофиксаци объекчĕсен темисем те манăçăнмарĕç ларура. Район прокурорĕ палăртнă тăрăх, видеосăнав йĕркелени преступленисене уçса парассинче пысăк пулăшу панă, парать те.
Юлашки — пиллĕкмĕш — ыйтупа районти профилактика комиссийĕн секретарĕ Новелла Розова доклад турĕ. «2013 çулта планпа палăртнă пур мероприятисене те йĕркеленĕ, ларусенче 16 ыйту сÿтсе явнă. Малашне ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен профилактикăри паха опычĕсемпе паллашма вырăнта ларусем те ирттерме палăртрăмăр», — терĕ Новелла Николаевна, кăçал тунă ĕçсене тишкерсе.
Мероприятире çавăн пекех районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн начальникĕн ĕçĕсене тăваканĕ Надежда Дряблова тата ыттисем те пулчĕç.
Ларăва хутшăнакансем 2014 çулта ирттермелли мероприятисене сÿтсе яврĕç.
М.ИЛЛАРИОНОВА.