Комсомольский муниципальный округ

Черетлĕ пуху

Декабрĕн 5-мĕшĕнче Комсомольски районĕн депутатсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна район пуçлăхĕ — Пуху председателĕ Евгений Карпеев ертсе пычĕ.

Кун йĕркине кĕртнĕ виçĕ ыйтуран чи пĕлтерĕшлĕреххи, паллах, 2014 çул валли тата 2015—2016 çулсене район бюджетне пăхса тухасси. Район администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕ Евгений Чернов малтанах килес çулхи бюджет пирки тĕплĕн каласа пачĕ. Кунсăр пуçне унпа район администрацийĕн сайтĕнче те паллашма май пур. Паллах, çулталăк хушшинче бюджета пĕрре кăна мар пăхса тухса улшăнусемпе хушусем кĕртĕç-ха. Кашни отрасле, сферăна мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ уйăрма палăртнине те каласа хăварчĕ финанс пайĕн начальникĕ. Çавăн пекех Евгений Иванович муниципаллă должноçра тăрăшакансене ĕç укçи тÿлес ыйту çинче те чарăнса тăчĕ. Октябрĕн 1-мĕшĕнчен ăна 5 процент чухлĕ ÿстернĕ.

Экономикăпа пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен уйрăмĕн начальникĕ Светлана Ульдина депутатсен Пухăвĕн 2008 çулхи ноябрĕн 17-мĕшĕнчи йышăнăвне улшăнусем кĕртесси çинчен каларĕ. Унпа ки-лĕшÿллĕн уйрăм предпринимательсене муниципалитет пурлăхне çăмăллăх ставкин мелĕпе чылай вăхăта арендăна панине пăхса тухмалла. Сăмахран, малтан çак çăмăллăхпа усă курнă хăш-пĕр объектсене списокран кăларса çĕннисене кĕртме сĕнчĕ Светлана Геннадьевна. Депутатсем çак сĕнĕве пĕр саслăн йышăнчĕç.

Вера Семенова депутат районти культурăпа кану цент-рĕн ĕçченне, «Кубняночка» ансамбль ертÿçине Альбина Кокшинана «Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ят пама тăратнă хутсемпе паллаштарчĕ, сасăлама ыйтрĕ.

А.АНТОНОВА.



"Каçал Ен"
07 декабря 2013
11:27
Поделиться