Симĕс чăрăша ан кас!
Чăваш Республикин Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствинче лăсăллă йывăçсене саккуна пăхăнмасăр касакансемпе кĕрешме тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеме пуçланă.
Декабрĕн 1-мĕшĕнчен лесничество тата право хуралĕн ĕçченĕсем лăсăллă çамрăк йывăçсем ÿсекен вырăнсенче талăкĕпех дежурство йĕркелеççĕ. Çĕнĕ çул умĕн çакă уйрăмах актуаллă. Лесничество ĕçченĕсем çакăнпа пĕрлех халăхпа тĕл пулса калаçусем ирттереççĕ, республикăра пурăнакансене ăçта тата мĕнле майпа чăрăшсем туянма май пурри çинчен ăнлантарса параççĕ, саккуна пăхăнмасăр чăрăш каснăшăн явап тыттарни пирки те асăрхаттараççĕ. Чăваш Енри Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерстви йĕркеленĕ аукциона хутшăнса ирĕк илнĕ çынсем çеç чăрăшсене сутма е хатĕрлеме пултараççĕ.
Сăмахран, ноябрĕн 26-мĕшĕнче иртнĕ аукцион килĕшĕвĕпе палăртнă çынсемпе предприятисем: Улатăр тата Шăмăршă лесничествипе — А.И.Вавилов, Сĕнтĕрвăрри лесничествинче — В.А.Быков уйрăм предпринимательсем, Опытлă лесничествăра — «Дубрава», Çĕмĕрле лесничествинче «Шумерлинский лесхоз», Етĕрне лесничествинче «Клен» ОООсем лăсăллă йывăçсене, чăрăшсене çĕнĕ çул уявĕ валли сутма ирĕк илнĕ.
Саккуна пăхăнмасăр йывăç каснăшăн административлă йĕркепе явап тыттараççĕ. Тĕслĕхрен, хыр е чăрăш каснăшăн е амантнăшăн уйрăм çынсене 3—3,5 пин тенкĕ, должноçрисене 20—30 пин тенкĕ, юридици вăйĕнчисене 50—100 пин тенкĕ таран штрафлаççĕ. Штраф тÿленипе пĕрлех вăрмана сиен кÿнине те саплаштарма тивет. Унпа пĕрлех вăрман сăтăрçине, енчен те вăл чăрăша касса 5 пин тенкĕ таран сиен кÿрсен, уголовлă майпа айăплама та ирĕк пур.
ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерстви.